Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсем вĕçленчĕç – техникăна управа

20 ноября 2010 г.

Районта ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас енĕпе конкурс вĕçленчĕ.

Мĕн пур тытăмри ял хуçалăх предприятийĕсем техникăна хĕллехи управа лартрĕç. Кăтартусем вара çапларах. "Коминтерн" ЯХПК механизаторĕсем, кирек мĕнле ĕçре те тăрăшулăхпа палăраканскерсем, ĕç çи хыççăн агрегатсене хĕллехи управа лартассине вăхăтра вĕçлесе пысăк балл пухса конкурсра малти вырăн çĕнсе илчĕç. Тĕп инженер А.Куропаткин йĕркелесе пынипе механизаторсем ял хуçалăх техникине пылчăкран, тыр-пултан тирпейлĕн тасатса, ременьсене вĕçертсе, ĕç тăвакан пайсене çу сĕрсе управа лартнă.

"Путь Ильича", "Свобода" хуçалăхсенче те тырă вырса тĕшĕлемелли комбайнсене ангара ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Ытти енĕпе ĕçлесе çитереймен тĕслĕхсем пур. Смотр-конкурсра "Путь Ильича" общество иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

"Нива" ЯХПКри техника паркне кĕрсенех кунта хуçа пурри курăнчĕ: культиваторсемпе сеялкăсем те хăйсен вырăнĕнче. Шартлама сивĕре резина урапасем касăхса-çурăлса каясран вĕсене клеенкăпа яваласа хунă. Кун пек типтерлĕн ĕçлени асăннă хуçалăхра çеç курăнчĕ. Тĕп инженер Ю.Воронов тата унти механизаторсем яваплăха туйса агрегатсене хĕллехи управа вырнаçтарнă. Анчах кунта та смотр-конкурсăн хăш-пĕр пункчĕсене пурнăçламан тĕслĕхсем тупăнчĕç. Уйрăмах хуçалăхра ĕç сыхлавĕ енĕпе çителĕксĕр ĕçленĕ, инструкцисем çук. Çавна шута илсе "Нива" ЯХПК конкурсра виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Ытти хуçалăхсемпе илсен техника паркĕсенче йĕрке çукрах, тирпейсĕрлĕхĕ те куç умĕнчех. Вĕсен шутне "Аккозинский", "Победа", "Асамат", "Сура", "Авангард" хуçалăхсене кĕртмелле. Кунти техника паркĕсенче агрегатсене тирпейлĕн пуçтарса лартассипе сахал ĕçленĕ, металлолом чылай сапаланса выртать. Ахаль те аран аталанса пыракан хуçалăхсем çăмăллăх кредичĕпе усă курса машина-трактор паркне çĕнетеймеççĕ, пуррине те упрама тăрăшмаççĕ. Ун пеккисен çитес çуркуннехи ака-сухара йывăрлăхсем пуласси каламасăрах паллă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика