Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă анне, санпа мухтанатпăр!

24 ноября 2010 г.

Манăн анне Алина Михайловна Сундрякова ятлă. Вăл буфетра сутуçă пулса ĕçлет, хăйĕн ĕçне питĕ юратать. Аннен ĕçĕ питĕ йывăр, мĕншĕн тесен вăл ирех тăрса килти выльăх-чĕрлĕхе апат парать, шăварать, тислĕкне тасатать, эпĕ тăнă çĕре ирхи апатне пĕçерсе хатĕрлет. Манпа пĕр вăхăтра ĕçе кайма тухать, эпĕ хамăн юратнă шкула кĕрсе юлатăп, вăл вара мана ăнăçу сунса хăйĕн ĕçне васкать. Уроксем хыççăн эпĕ киле васкатăп, анне ĕçрен киличчен кил-çуртра пуçтаратăп, вăй çитнĕ таран ĕçлеме тăрăшатăп – аннен ĕçĕсем кăштах та пулин сахалланччăр тетĕп. Эпĕ ăна каçхине савăк кăмăлпа кĕтсе илетĕп, ларса канма ыйтатăп, çав хушăрах хамăн вĕренÿпе паллаштаратăп. Анне манăн «пиллĕксене» курсан питĕ савăнать, вăл тата та хитререх, çамрăкрах курăнать. Манăн анне пушă вăхăтра алсиш-нуски çыхать, тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçерме юратать. Туйсем тунă чухне çынсем манăн аннене тĕрлĕрен салатсем туса пама ыйтаççĕ, вăл вара хаваспах хăйĕн юратнă ĕçне пурнăçлать – çынна ырă тăвать.

Атте яланах инçе хуласене ĕçлеме çÿренĕрен килте эпир ытларах аннепе пурăнатпăр, çав вăхăтрах атте киле таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, унсăр тунсăхлатпăр.

Хамăн юратнă аннене манăн нихăçан та çиллентерес килмест, пачах урăхла – вăл яланах савăнăçлă та сывлăхлă пултăр, 100 çултан та ытларах пурăнтăр. Эпĕ вара ăна яланах савăнтарма тăрăшăп, шкулта ытларах «пиллĕк» паллăсем илĕп, пĕчĕк ĕçсене пурнăçлама тăрăшăп.

Манăн чи юратнă аннеçĕм! Тавтапуç мана çуратнăшăн, эпĕ сана питĕ-питĕ юрататăп.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика