Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк анне

01 декабря 2010 г.

Ирех çемье çавăрнă хĕр пĕрчисене унччен шеллеттĕм – вĕсем шухăшсăр çамрăклăх вăхăчĕпе усă курас вырăнне мăшăрлă, ача-пăчаллă пулма ăнтăлаççĕ. Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче çуралнă, халĕ Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Алиса Максимовапа паллашсан шухăшăм ылмашăнчĕ. Çак çап-çамрăк хĕрарăм 20 çулта кăна, алăра ĕнтĕ икĕ тĕпренчĕк. Юратнă упăшкипе кăмăллă вăл, ирех качча кайнишĕн ÿпкелешмест те. Телейлĕ вăл Витя мăшăрĕпе, Максимпа Ксюша ачисемпе. Тĕрĕссипе, пурнăçпа туллин пурăнма тата мĕн кирлĕ-ши?

Алисăпа Витя 2008 çулта туй кĕрлеттерсе пĕр çемьене чăмăртаннă. Туйра пухăннă 50 пин тенкĕне усăсăр тăкаклас мар тесе çамрăк мăшăр йывăç çурт туянать, унта пурăнма куçать. Часах çемьене пĕрремĕш çĕнĕ кайăк – Максим – вĕçсе кĕрет. Пĕр ача пуррипех çырлахса лармасть хĕрарăм, ывăл çуратнă хыççăн çут тĕнчене тепĕр пепке – кăвак куçлă хĕр пĕрчи – парнелет. Пĕчĕк Ксюша халĕ 10 уйăхра ĕнтĕ. Ачисене таса та сывă ÿстерессишĕн Алиса вăй-халне шеллемест. "Ачаллă пулма ăс кирлĕ мар, ача пăхма ăс кирлĕ", – теççĕ ваттисем. Çамрăк пулин те çак хĕрарăм пепкисене юратса ÿстерет. Тен, хăш-пĕр чухне тĕпренчĕкĕсене тимлĕх уйăрса та çитереймест пулĕ. Уйрăм хушма хуçалăх тытнăран выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, çуллахи вăхăтра пахчинче тăрмашмалла.

– Мĕнле ĕçлесе çитеретĕн? – интереслентĕм эпĕ.

– Çаплипех, – пулчĕ хурав. – Акă çĕр улми кăларнă чухне аслăраххи пĕчĕккине коляскăпа ярăнтарса çÿрерĕ, эпир çав хушăра ĕçлерĕмĕр. Ĕне сума тухнă вăхăтра хĕрĕме каллех виçĕ çула çывхаракан аслă ывăлăмпа хăваратăп.

Çапла майлаштаркаласа пурнăçа сыпăнтарса пурăнаççĕ Максимовсем. Витя мăшăрĕ те, Алиса хăй те çивĕч тата ĕçчен пулнăран, пурнăç çине яваплă пăхнăран кирпĕч çурт çĕклеме шухăш тытаççĕ. Аякка ĕçлеме каймасăрах, хушма хуçалăхра усракан выльăхсенчен тупăш илсе, упăшкин шалăвĕпе çĕнĕ çурт майĕпен çĕкленсе пынă. Паянхи кун тăрăшуллă çамрăк мăшăр икĕ хутлă кирпĕч çурт туса лартнă. Пÿрте сенкер çулăмпа ăшăтма пуçласанх çĕнĕ кил-çуртра пурăнма ĕмĕтленеççĕ вĕсем.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика