Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Культура шайĕ çулран-çул ÿссе пырать»

24 марта 2010 г.

Иртнĕ çул районти культура ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă иртрĕ теме те юрать. Паян районта икĕ модельлĕ Культура çурчĕ ĕçлет: пĕри – "Культурăпа кану центрĕ автономиллĕ учреждени, тепри – Атнар ял тăрăхĕнчи тĕп Культура çурчĕ. Палăртма кăмăллă, иртнĕ çулта атнарсем республика шайĕнчи конкурса хутшăнса модельлĕ ята тивĕç пулчĕç. (Конкурса 44 ĕç тăратнă, анчах та 13-шĕ кăна республика шайĕнче тĕслĕх ятне илме тивĕç пулнă).

Мăн Этменти Культура çурчĕн çи виттийĕ патшалăх пулăшнипе (515 пин те 500 тенкĕлĕх) тĕпрен çĕнелчĕ, çурт "кăвак çулăмпа" ăшăнма пуçларĕ.

Питĕркасси ялĕнче Культура çуртне çĕнĕрен тума тытăнчĕç, кивви ĕçлеттерме юрăхсăр.

Çакă та савăнтарать, юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çĕнĕ музыка оборудованийĕсем туянма тытăнчĕç, вĕсен шутĕнче: микрофонсем, колонкăсем, сасса вăйлатакан хатĕрсем... Çавăнпа та тĕрлĕ мероприятисен шайĕ ÿсме пуçларĕ.

Районта 37 Культура çуртĕнчен 18-шĕ çут çанталăк газĕпе ăшăнса тăраççĕ. Пĕлтĕр Туканашри тата Уйпуçĕнчи клубсене çут çанталăк газĕпе çыхăнтарчĕç. Кăçал та ку ĕç малалла пулса пырĕ.

Районĕпе 19 модельлĕ вулавăш шутланать, вĕсем те газпа ăшăнса тăраççĕ.

2009 çулта районти халăх музейĕн икĕ филиалĕ ĕçлеме тытăнчĕ: Атнарта тата Пантьăкра, вĕсенче юсав ĕçĕсем кăçал та пырĕç, малтанах газ кĕртме тăрăшмалла.

Иртнĕ çулта район шайĕнче чылай мероприяти иртрĕ, чи пахисем: "Хĕле ăсатни", Охливанкинпа Петров ячĕпе уçă фестиваль – çамрăк юрăçсен тăваттăмĕш конкурсĕ, йăлана кĕнĕ "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" смотр-отчечĕ. Пĕлтĕртен пуçласа çĕнĕ конкурс-фестиваль ирттерме тытăнтăмăр – Аслă Çĕнтерĕве халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ. Калас пулать, смотр-отчетран пĕр ял тăрăхĕ те пăрăнса юлмасть. Паллах, пурте çÿллĕ шайра ирттереймĕç, анчах та тăрăшни куç кĕретех.

2009 çулта "Акатуй" уявне çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр: кашни ял тăрăхĕ уйрăм вырăн суйласа илсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех питĕ интереслĕ те пуян шайра иртнĕ темелле: ал ĕçĕсем те пулчĕç, хăйсем пĕçернĕ шăрттанĕ-кукăлĕ, чăваш сăри тата ытти те.

Тепĕр çÿллĕ шайра иртнĕ пулăм вăл – ял тăрăхĕсенчи театрсен "Асамлă чаршав" фестивалĕ. Юлашки çирĕм çул ĕнтĕ районта кун пек мероприяти иртмен. Фестивале пирĕнтен питĕ ир уйрăлса кайнă ентешсене: Ирина Садовникована, Николай Булаткина халалларăмăр. Ман шутпа, фестивалĕн пуласлăхĕ пирки иккĕленме кирлĕ мар, асăннă мероприятие Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем хапăл тусах хутшăнчĕç, чăваш телевиденийĕ те ÿкерсе кайрĕ.

Çулталăк вĕçĕнче "Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем" фольклор фестивальне ирттертĕмĕр. Унăн финалĕ Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче иртрĕ, авалхи йăла-йĕркесене упраса çамрăк ăрăва пĕлтерсе хăварас тесе пурте сахал мар тăрăшрĕç.

Çавăн пекех палăртмасăр иртме çук: 2009 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Афган тата Чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа палăк лартрăмăр.

Кăçал районта иртекен культура мероприятийĕсене Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалласа ирттеретпĕр. Çĕнтерÿ кунĕнче темĕнле асамлă вăй пире пĕр-пĕрин патне чăмăртать, çак кун хĕвелĕ те хытăрах хĕртет пек, чечексем те хитререх, ветерансенчен хисепли те, паттăрри те никам та çук.

Самантпа усă курса, хисеплĕ ветерансене çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет. Нумай çул пурăнăр. Эсир – пирĕн пуянлăх.

Культура ĕçченĕсене вара профессиллĕ уявпа ĕçре – çитĕнÿÿ, çемьере килĕшÿпе юрату сунатăп.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика