Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çулне ялпа çыхăнтарнă

10 марта 2010 г.

Çын ĕçпе мухтавлă – тенине халăхра сахал мар илтме пулать. Анчах та пурте мухтава тивĕçеççĕ-ши? Ку, паллах, çынран тата унăн пултарулăхĕпе тăрăшулăхĕнчен, çавăнпа пĕрлех чуна килĕшÿллĕ ĕç суйласа илме пĕлнинчен те нумай килет.

Хальхи рынок тапхăрĕнче çухалса кайман, йывăрлăхран хăраман, малашлăхра ырă улшăнусем пуласса шанакан çынсемпе тăтăшах курса калаçма май килет. Нумаях пулмасть, акă, Пĕрремĕш Хурашашра çуралса ÿснĕ Елена Леонидовна Семенкова сутуçăпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Аллăри хитре те маттур хĕрарăм хаваспах хăй çинчен каласа пачĕ.

– Хамăра çуратса ÿстернĕ атте-аннерен, пичче-аппаран, çывăх тăвансемпе ял-йышран, учительсемпе тус-юлташсенчен тата ачаран хăнăхса ÿснĕ тăван тавралăхран хакли çук та çакă çутă тĕнчере. Вĕсем нихăçан та манăн асран тухмаççĕ. Тен, çавăнпах-ши эпĕ хамăн пурнăçа ялпах çыхăнтарма шутларăм, – тет ял хĕрарăмĕ.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир иртнĕ кĕр пуçламăшĕнче шăпах 50 çул тултартăр, çав шутран 30-шĕ суту-илÿ тытăмĕнче иртсе пырать. Йăлăхтармарĕ-и ку ĕç; – ыйтатăп унран.

– Чăнах та, магазин алăкĕсене уçса хупма пуçланăранпа кĕçех вăтăр çул çитет. Апла пулин те эпĕ йăлăхман-ха. Мĕншĕн тесен юратнă ĕçре вăй хуни – маншăн пысăк телей тата чун канăçĕ. Эпир Марина Фондеркина сутуçăпа хамăр умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн çине тăратпăр. Хĕрĕхе çывхаракан çемьеллĕ маттур арăм кунта иртнĕ кĕркунне ĕçлеме килчĕ. Унпа эпĕ тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçлесшĕн-ха, – кăмăллăн хуравлать вăл.

– Эсир ăçта вĕренсе пĕлÿ илнĕ-ха; Çывăх тăванăрсем пурăнаççĕ-и; – интересленетĕп эпĕ.

– Икĕ урамлă тăван ялăм пĕчĕк юхан шыв хĕрринчен тăвалла хăпарса пынă. Ял варринче чиркÿпе шкул уçăлнă. Çавăнтах эпĕ сакăр çул вĕренмелли шкула çÿрерĕм, хыççăн Хусанушкăнь вăтам шкулĕнче ăс пухрăм. Çуллахи каникул кунĕсенче Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра бригада ĕçĕсене те хутшăнкаларăм. Атте – Леонид Семенков платник, эпĕ 8-мĕш класра чухнех çĕре кĕчĕ. Çĕн Ирчемесрен качча килнĕ Гликерия Мадикова (1932-2006) аннемĕр колхозăн выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçлерĕ, виçĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшрĕ. Аттепе анне тата аслă пиччем çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайни мана шухăша ярать. Юрать-ха, тăван аппам Сергач хулинче пурăнать, хуйха сирме пулăшать. Ун патне час-часах кайса çÿретпĕр, – çыхăнтарать сăмахне ырă çын.

– Хăвăр çемье пирки мĕн калама пулать-ши тата; – терĕм эпĕ ăна.

– Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: кÿршĕ ялти Владимир Ильич Савельевпа пĕрлешнĕренпе çулталăк пуçламăшĕнче 31 çул çитрĕ. Эх, çулĕсем вара, чарма çук, сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ. Пирĕн тăватă ача: Аленăпа (Мускавра) Ольга (Шупашкарта) суту-илÿре тăрăшаççĕ; Андрей – çар служби хыççăн стройкăсенче вăй хурать; Анюта пĕлтĕр кăна ялти вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ, кун-çулне обществăлла апатлану пĕрлешĕвĕпе çыхăнтарасшăн.

Упăшкам малтанах Мăн Ямаш аэропорт начальникĕччĕ, АН-2 самолетсем вĕçме пăрахсан (1990) магазинта кочегар пулса тăчĕ. Çуллахи тапхăрта вăй питти арçын таврари стройкăсене кайса çÿрет. Çуркунне пуçламăшĕнче вăл 56 çул тултарчĕ, – ачисемшĕн савăнса, пурнăç çулĕсем питĕ хăвăрт шуса иртнишĕн кулянарах калаçать сăнĕпе илĕртÿллĕскер.

– Эсир кулленех ĕçре тăрмашатăр: пушă вăхăт тупăнать-и; – пулчĕ манăн юлашки ыйту.

– Хĕрарăмăн обществăлла ĕçсемсĕр пуçне килте те ĕç сахал мар. Çапах та культурăллă кану валли те майсем тупатпăр. Шкул саккинчен пуçласа çак таранчченех ялти художество пултарулăх коллективĕпе тачă çыхăну тытатăп. Хамăр хатĕрленĕ концерт программипе таврари ял халăхне те савăнтаратпăр, районти смотр-конкурссене те хутшăнатпăр. Унсăр пуçне мана суйлавсенче комисси председателĕ е секретарĕ пулма шанаççĕ. Ку та аван. Килте чухне вара радиотелепередачăсене тишкеретĕп, хаçат-журнал вулатăп, тавра курăма анлăлататăп, – терĕ Елена Леонидовна.

Унăн калаçăвĕнчен эпĕ çакна ăнлантăм: ялта çуралса ÿснĕскер, хулана каймасăрах пурнăçа йĕркелесе яма пултарнă. Ку – телей. Апла пулсан вăл ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика