Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И, Çăварни, Çăварни,

17 февраля 2010 г.

Иртнĕ эрнере Çăварни уявне паллă турăмăр. Кăçалхи уяв, ытти çулхисемпе танлаштарсан, пачах расна иртрĕ: интереслĕрех те савăнăçлăрах...

Район центрĕнчи Çăварни уявне, çанталăк сиввине пăхмасăр, çынсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан хитре çÿçеллĕ тутăрлисем те нумайрах пулчĕç.

11 сехетре халăх умне район пуçлăхĕ А.И.Криков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов, "Чавал" ентешлĕхĕн председателĕ Е.К.Османова тухрĕç, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕç.

Палăртма кăмăллă, уявăн илемне ытларах ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем кÿчĕç. Çăварнинче уйрăмах Пантьăк ял тăрăхĕ савăнăçлăрах та активлăрах пулчĕ, вĕсем пухăннисене вĕри чейпе, икерчĕпе хăналама тăрăшрĕç, ташларĕç те юрларĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та лашасен чупăвĕ пулчĕ. Унта Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Пантьăк, Ачкасси, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенчен хутшăннине палăртмалла. Уявра пĕртен-пĕр тройка пулчĕ – вăл Ачкасси ял тăрăхĕнчен. Палăртма кăмăллă, шулюсен район центрне тройка хатĕрлесе илсе тухасси йăлара ĕнтĕ. Вуншар çул каярантанпах шулюсем "Чи лайăх тройка" номинацин çĕнтерÿçин ятне алăран ямаççĕ. Пĕлтĕр те кăçал та жюри пĕтĕмлетĕвĕпе "Чи лайăх тройка" вĕсен. Учитель çулталăкне сăнласа питĕркассисем "Чи лайăх лав" номинацие çĕнсе илчĕç, мăнэтменсем Çĕнтерÿ кунне тата хĕрлĕчутайсем туслă пурăнмаллине пĕлтерсе номинацие тивĕçрĕç тата парнеллĕ пулчĕç. Пантьăк ял тăрăхĕ капăрлатнă лашасемпе чылаййăн тухнипе палăрчĕ – пĕрремĕш вырăна тивĕçсе телевизор илчĕ, ку енĕпе хĕрлĕчутайсем – иккĕмĕш, ачкассисем – виççĕмĕш. "Халăх пултарулăхĕн чи лайăх коллективĕ" номинацие этменсем çĕнсе илчĕç, телевизорлă пулчĕç. Иккĕмĕшсем – пантьăксем, виççĕмĕшсем – хусанушкăньсем. Çавăн пекех уява активлă хутшăннăшăн штанашсем, киватикассисем, атнарсем, питĕркассисем, хĕрлĕчутайсем, тралькассисем, ачкассисем парнеллĕ пулчĕç.

Районта Çăварние февралĕн 13-мĕшĕнче ирттертĕмĕр. Унччен вара Çăварни уявĕ Хĕрлĕ Чутай (февралĕн 10-мĕшĕнче), Пантьăк, Тралькасси (февралĕн 11-мĕшĕнче), Атнар (февралĕн 12-мĕшĕнче) ял тăрăхĕсенче пулчĕ, февралĕн 14-мĕшĕнче – Хусанушкăнь, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче. Кун пек пысăк праçнике ял тăрăхĕсенче пĕрремĕш хут (унччен ирттермен) йĕркелерĕç. Пĕрремĕш хут пулин те, палăртнă мероприятие лайăх ирттернĕ темелле, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, унти ĕçченсем тăрăшса ĕçленĕ, халăха савăнтарас тесе вăй-халĕсене шеллемен. Лайăхпа палăртса çакна та каламалла: Атнар, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсем йĕркеленĕ уява ватти-вĕтти те чылай пухăннă. Шел те, темшĕн Ачкасси, Кив Атикасси, Штанаш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем район пуçлăхĕн сĕнĕвне ырламан тата халăха савăнтарассинчен пăрăннă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика