Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулхинчен ытларах

11 ноября 2009 г.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра хуçалăхсем пурĕ 1347 ĕне тытаççĕ. Сăмах май, ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чылай сахалрах. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле сăвăм 10184 килогрампа танлашать е куллен кашни ĕне 7,6 килограмм продукци антарать. Çакă пĕлтĕрхинчен нумайрах. Сунă сĕтĕн 94 процентне патшалăха сутаççĕ.

«Свобода» колхоз фермин кăтартăвĕ чи лайăххи. Кунта ĕне пуçне куллен 10 килограмм сĕт сăваççĕ. «Коминтерн» коллективлă предприятин Атнарти ферми те ăнăçлă ĕçлет. Унти дояркăсем кашни кун вăтамран пĕр ĕне пуçне 11,7 килограмм продукци илеççĕ.

Шел пулин те, «Асамат» общество района каялла туртса пырать. Хуçалăхра ĕнесен йышне чакарса лартнă. Вĕсем сĕт сахал антараççĕ – талăкра 5,3 килограмм çеç. Çакă мĕн çинчен калать-ха; «Асамат» ертÿçисем выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илесси çине пÿрне витĕр пăхаççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика