Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Президентне панă ыйтусем

28 октября 2009 г.

– Тури Çĕрпÿкасси ялĕ çÿллĕрех вырăнта вырнаçнă, çăлсем типсе ларчĕç, шыв çук, шыв пăрăхĕсем ĕçлемеççĕ.

– Хĕрлĕ Чутай районĕнче "2005-2008 çулсенче халăха таса шывпа тивĕçтересси" программăпа килĕшÿллĕн Урикасси, Ачкасси, Ишеккасси, Пантьăк ялĕсене шывпа тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе районта 12,29 км шыв пăрăхĕсем хунă, укçа-тенкĕ çине куçарсан – 26570,5 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.

Хальхи вăхăтра "2009-2020 çулсенче халăха таса шывпа тивĕçтересси" программăпа Тури Çĕрпÿкасси, II Хурашаш, Анат Çĕрпÿкасси, Акташ ялĕсене шыв кĕртме проектпа смета докуменчĕсем хатĕр.

– Уйрăм хуçалăх тытса тăракан ял çыннисем сĕт хакĕ, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, самаях пĕчĕкленсе ларнишĕн пăшăрханаççĕ, 2008 çулта вăл çичĕ тенкĕ пулнă, 2007 çулта – тăхăр тенкĕ, кăçал пилĕк-ултă тенкĕ кăна тăрать. Сĕт хакĕ йÿнелсен хĕллехи вăхăтра выльăх шучĕ самаях чакĕ. Кун пирки Раççей тата республика шайĕнче татса пама ыйтаççĕ.

– Чăваш Республикин «Агро-Инновации" КУП кăтартăвĕсем тăрăх сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕр литр пĕрремĕш сортлă сĕт вăтамран 7,79 тенкĕ пулнă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 5,9 процент пĕчĕк пулнине палăртать.2,5 процентлă пакетланă çуллă сĕт çав вăхăт тĕлнех вăтамран 18,5 тенкĕ пулнă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 22,9 процент пĕчĕкрех.

Сутмалли сĕт хакне ÿстерес тата ĕнесен шучĕ ан чактăр тесе Раççей Правительстви чылай ĕç тăвать." 2009-2012 çулсенче Чăваш Республикинче выльăх-чĕрлĕх аталантăр тата сĕт туса илесси ÿстĕр" текен программăпа килĕшÿллĕн хушма тата 21,8 млн.тенкĕ уйăрнă.

Сутмалли сĕт хакне ÿстерес тесе республика шайĕнче чылай ĕçсем тăваççĕ. Сĕт хакне пĕчĕклетсе лартнине хирĕç кĕрешес тесе сĕтрен тĕрлĕ продукци кăларакан республикăри предприятисене тĕрĕсленĕ. Ултă предприятие хирĕç икĕ ĕç пуçарнă, вĕсем март-июнь уйăхĕсенче сĕт хакне ÿстерес мар тесе пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă, çакă антимонопольнăй енĕпе саккуна пăсни пулать.

Хула халăхне çăмăллăх кÿрес, тавар туса илекенсене посредниксăр хăйсен çимĕçĕсене сутма майсем туса парас тесе Шупашкар хулин пуçлăхĕн йышăнăвĕпе тĕп хуламăрта сĕт сутмалли 39 вырăн туса панă.

Çавăн пекех ялта пурăнакансем, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем усламçăсем (перекупщик) сĕте йÿнĕ хакпа илсе кайнипе йывăрлăх тÿсеççĕ. Усламçăсем сĕт хакне йÿнетни пирки çапла ăнлантараççĕ: вĕсене халăх япăх пахалăхлă сĕт парать имĕш тата çĕнĕлле ыйтакан саккуна пăхăнмалли йĕрке тăкаклă.

Сĕт сутса пурăнакан ял çыннин çак йывăрлăхран тухас тесессĕн пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркелемелле. Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне кăçал республикăра 241 ял хуçалăх потребитель кооперативне регистрациленĕ. "2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх çимĕçĕсен пасарне йĕркелес" программăпа килĕшÿллĕн вĕсене тĕрлĕ оборудовани илме субсиди пама шутлаççĕ.

ЧР "Агро-Инновации" КУП конкурс ирттерсе ял хуçалăх потребитель кооперативĕсемпе ял хуçалăх таварĕсене тăвакансене 13,2 млн. тенкĕ тăракан 46 комплект оборудовани арендăна панă.

Республикăра информаципе консультаци паракан 15 центр уçăлнă, вĕсем кооперативсем мĕнле уçасси çинчен те калĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарĕç, сĕт пирки те ăнлантарĕç.

Çакăн пек ĕçсем тунă хыççăн сĕт хакĕ ÿссе пырать, енчен те июнь уйăхĕнче пĕр литр пĕрремĕш сортлă сĕт 6,14 тенкĕ тăнă пулсан, сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне 27 процент (7,79 тенкĕ) ÿсрĕ. Çитес уйăхсенче те сĕт 10-15 процент ÿсмелле.

– Пантьăк вăрманĕнчи В.И.Ленин палăкне упрасси пирки вырăнти влаç шухăшламасть те, пушшех, палăк умĕнчи тротуар плиткисене пуçтарнă.

– Райадминистрацинче тата Пантьăк ял тăрăхĕнче тăрăшакансенчен йĕркеленĕ комисси асăннă вырăна çитсе унти лару-тăрупа паллашнă. Комисси тĕрĕсленĕ май, палăк умĕнчи тротуар плиткисем хăй вырăнĕсенчех пулнă. В.И.Ленин палăкне сыхлас тата упрас тесе Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕ сахал мар ĕç тăвать. Çул хĕрринчи, карта ку енчи плиткăсем ан çухалччăр тесе Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем вĕсен шутне пĕчĕклетсе аяккалла пуçтарса хунă, апла пулин те кунти палăкăн архитектурăпа истори тĕлĕшĕнчен сăнĕ пăсăлмасть.

Шел, 2008 çулта паллă мар çынсем бюстăн çÿлерех пайне аркатнă, ял тăрăхĕ ăна вăхăтра йĕркене кĕртнĕ, çĕрнĕ картисене улăштарса çĕнетнĕ. Пĕрмаях унта çÿп-çапа, хăрăк туратсемпе çум курăксене тасатса тăраççĕ. Çитес вăхăтра палăка юсаса йĕркене кĕртме палăртнă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика