Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç лартакан – сăваплă ĕç тăвакан

21 октября 2009 г.

Нумай пулмасть Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи çут çанталăк тусĕпе тĕл пулса калаçрăм. Вăл хăй лартса ÿстернĕ сад-пахчапа, вăрманĕпе паллаштарса çÿрерĕ. Мĕн тери илемлĕ вырăн кунта! Йывăçсем хушшинче кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăна йăлт ывăлĕсем ăсталанă.

Чăн-чăн çут çанталăк тусĕ, Порфирий Кириллович Волков, Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнать. Вăл çут çанталăк илемĕшĕн, унăн пуянлăхне упрассишĕн, çынсене тăван тавралăха юратма хăнăхтарассишĕн нумай тăрăшать.

Порфирий Кириллович хир, вăрман тăрăх çÿресе çитменлĕхсене тишкерет, йывăç тĕм суйласа илсе çырма-çатрасене симĕслетет. Тен, кайран, вăл лартса хăварнă йывăçсем айĕнче ял-йыш, тăвансем, мăнуксем ларса савăнĕç, йывăç лартакана ырăпа аса илĕç. Халăхра: "Йывăç лартакан – сăваплă ĕç тăвакан", – теççĕ.

Çук, чапшăн çунмасть П.К.Волков. Çут çанталăка чунпа парăннăскер тăван тавралăха симĕслетессишĕн тăрăшать. Çичĕ теçеткерен иртнĕ вăл, хăй ĕмĕрĕнче миçе пин йывăç тĕм лартса хăварман-ши; Ватă çын вĕсене пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхса тăрать. Канăçсăр чĕреллĕскер кашни çул йывăç лартмалли уйăхлăхсене хастар хутшăннă, халĕ те алă усса лармасть. Йывăç лартни уншăн тепĕр çынна пурнăç панипе пĕрех. Кăçал та ветеран çемйипе 500-е яхăн çамрăк хунав лартса хăварнă.

– Пенсири çыннăн пушă вăхăт чылай. Ăна усăллă ĕçре ирттерме тăрăшатăп. Уя тухсан чун уçăлать, вăрмана кĕрсен пуçа ырă шухăшсем кĕреççĕ. Çĕр çинче татах та нумай пурăнас килет вара. Хамăн хыççăн ырă ят хăварас килет, – терĕ ĕç ветеранĕ.

Тихăнушкăнь – çырмаллă ял. Çуркуннепе кĕркунне çырмасене шыв çисе каять. Порфирий Кириллович тăрăшнипе халĕ ял пуçĕнче йĕркелĕх хуçаланать. Çырма икĕ енĕпе вăрман кашласа ÿсет. Çулла ял çыннисене шыва кĕрсе ÿт-пĕве пиçĕхтерме кÿлĕ кирли пирки те самаях шухăшланă вăл. Ачисемпе те пĕрре мар ларса канашланă. Кăçал ывăлĕсем пăрăхсем тупса килнĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Г.Праулов тăрăшнипе техника тупса çырмана пĕвелесе лартнă. Ăна шыв-шур çисе ан кайтăр тесен кунта ĕçлемелли чылай-ха. Тепĕр çул халăхпа пĕчĕк плотина туса çитерме шухăшлаççĕ.

Ял çынни тăван тăрăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлет, çынсене çак ĕçе явăçтарать, çитĕнекен ăрăва илемлĕхе хăнăхтарать. Пушă вăхăт тупăнсанах хăй вăрманне тухса утса çÿрет вăл, çут çанталăкпа йăпанать, кайăк-кĕшĕк юррине итлесе савăнать. Çавăн пек ырă çын вăл – П.К.Волков.

Маттур та ĕçчен, çирĕп кăмăллă çынсем пирĕн хушăра пурри çав тери савăнтарать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика