Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительпе мухтанатăп

07 октября 2009 г.

Кашни ачан шкулта юратнă учитель пур. Манăн та юратнă вĕрентекен пурри çинчен пĕлтерес килет. Вăл – Сергей Николаевич Марков. Педагог Хусанушкăнь вăтам шкулĕнче технологи предметне вĕрентет. Унсăр пуçне вăл ытти шкулсенче те çак предметпа ачасене пĕлÿ парать.

Унăн урокне эпир чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Сергей Николаевич уроксене яланах интереслĕ те творчествăлла ирттерет. Унпа пĕрлех модельсем тăвассипе кружок ертсе пырать, ачасене самолет, карап моделĕсем ăсталама вĕрентет.

Пултаруллă педагог тăрăшнипе пирĕн шкул ачисем республика, район шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ, хăйсем ăсталанă модельсемпе ыттисене паллаштараççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Палăртас килет, модельсем ăсталассипе хальлĕхе пирĕн шкулта вĕренекенсене çитекенни çукрах. Эпĕ хам та кружока кăмăлпа çÿретĕп. Çитĕнÿсем пур. С.Н.Марков тăрăшнипе республикăри çамрăк космонавтсен слетне темиçе хутчен те хутшăнма пултартăм. Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ музейра та пулса куртăм. Унта кайса курни манăн чун-чĕрере ырă туйăм хăварчĕ. Кăçал çулла Сĕнтĕрвăрри районĕнчи çамрăк космонавтсен лагерĕнчен вĕренсе килтĕм, модельсем ăсталассипе пĕлĕве ÿстертĕм.

Акă, унăн вĕренекенĕ пулнă Женя Долгов пирки те каласа хăварас килет. Вăл çамрăк моделистсен конкурсĕнче çĕнтерсе Королев хулинче пулса курчĕ.

Юратнă вĕрентекенĕмĕрпе эпĕ чăннипех мухтанатăп. Хăйĕн ылтăн аллисемпе вăл ачасене тем те пĕр ăсталама вĕрентет, пире ырă тĕслĕх кăтартать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика