Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать

23 сентября 2009 г.

II Хурашашра пурăнакан Владимир Иванович Васильева Хусанушкăнь тăрăхĕнче пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Вăл – хастар механизатор, çĕр çынни. 30 çула яхăн трактор рульне тытать, хăйне шанса панă техникăна пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Паян та вăл хĕрÿ ĕçре – хуçалăхра ферма таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлать.

Владимир Иванович çамрăклах урапаллă тракторпа ĕçлеме кăмăлланă. Малтан Ленин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Кайран, хуçалăх саланса кайсан, «Победа» ЯХПКра ĕçлеме пуçланă. Çур акинче вăрлăх турттарать, тырă акать. Утă çинче «Волга-2» агрегат кăкарса симĕс масса хатĕрлет. Хĕллехи вăхăтра та ун валли ĕç тупăнсах тăрать. «Шанчăклă тракторист», – теççĕ ун пирки коллективра.

Хастар механизатора кашни çулах çулталăк вĕçĕнче çĕр ĕçченĕн професси уявĕнче тракторпа нумай-нумай тонна-километр ĕç тунăшăн Хисеп грамотипе тата премипе хавхалантарсах тăраççĕ.

Хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă вăл. Çакă – чи пахи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика