Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăтăк витĕр картиш курăнать...

23 сентября 2009 г.

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков, специалист-эксперчĕ Алевтина Елизарова тата районти ветеринари службин тĕп врачĕ Геннадий Стекольщиков "Аккозинский" тата "Победа" хуçалăхсенче пулса выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленĕ.

Тури Çĕрпÿкасси фермин заведующийĕ Зоя Кудряшова каланă тăрăх, хальхи вăхăтра кунта 93 ĕне, кăçалхи сакăр уйăхра 104 пăру илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 41 пуç çамрăк выльăх ытларах илнине пĕлтерет. Чăнах та, кĕтÿ йышне çĕнетес тĕлĕшпе кунта нумай тăрăшаççĕ. Çакă фермăра та аван палăрчĕ. Акă, пăрусене нимĕр туса çитереççĕ. Çавна май кăмакана хутсах тăраççĕ. Хĕл кунĕсем валли вутă та çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Витере таса, тирпейлĕ.

– Кăçалхи сакăр уйăхра кашни ĕнерен 2686 килограмм сĕт сурăмăр, – каласа пачĕ ферма заведующийĕ. – Çакă иртнĕ çулхинчен 629 килограмм нумайрах. Хальхи вăхăтра ĕне пуçне куллен 9,7 килограмм сĕт пухăнать. Ку пĕлтĕрхинчен 100 грамм ытларах.

Хуçалăх сĕт илессине ÿстерсех пыни савăнтарать ĕнтĕ. Акă, январь-август уйăхĕсенче çак продукцие 249,8 тонна хатĕрленĕ. Анчах... Ĕне витине хĕле хатĕрлеме халĕ те тытăнман. Унăн пĕр стени ишĕлсе аннă. Пысăк шăтăк витĕр картиш курăнать... Çавăн пекех пăрăх юрăхсăра тухнипе витене шыв пымасть. Халĕ ĕнесене ятарлă картишĕнче шыв ĕçтереççĕ. Унти пысăк савăтсенчен шыв татăлмасть-ха. Çапах та умри хĕл кунĕсем, сивĕ илсе килме пултаракан çанталăк хуçалăх ертÿçисене шухăшлаттарма тивĕç. Çавна май шыв пăрăхĕсене халех юсамалла. Ĕнесене апат памалли кормушкăсене те йĕркене кĕртмелле. Вите алăкĕсене те хатĕрлесе вырнаçтарма вăхăт.

Ферма территорине тислĕкрен тасатнă. Ку аван ĕнтĕ. Анчах та ашкăрса ÿсекен мăяна тирпейлеме алă çитмен. Çавăнпа картиш темле сăнсăррăн курăнать.

– Ферма çурчĕсене йĕркене кĕртме ятарлă бригада туса хутăмăр, – тет З.Кудряшова. – Халĕ унăн членĕсем вăрманта йывăç хатĕрлеççĕ. Стройматериалсем пĕр трактор илсе килтĕмĕр ĕнтĕ. Часах платниксем ĕçе пуçăнĕç.

"Победа" хуçалăхăн ферма çурчĕсем Иккĕмĕш Хурашаш ялĕ çумĕнче. 88 ĕнене тăватă доярка пăхать. Кăçалхи сакăр уйăхра 271,8 тонна сĕт туса илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 23,5 тонна ытларах. Хальхи вăхăтра кашни ĕне 11,7 килограмм сĕт парать. Ĕне пуçне 3089 килограмм продукци пухăннă е пĕлтĕрхинчен 267 килограмм ытларах. Дояркăсем хăйсем палăртнă чикĕсене çĕнсе илессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ. Çав вăхăтрах хуçалăх ертÿçисем вĕсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе урлă выртана тăрăх çавăрмаççĕ. Ĕне витин çийĕ юрăхсăра тухнă. Шăтăк-çурăк витĕр пăхсан тÿпе курăнать. Ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçин çумĕ Леонид Спиридонов çапла каласа пачĕ:

– Строительство материалĕсем хатĕрлеме укçа çукки ура хурать. "Ядринмолоко" сĕтшĕн укçа куçарса парасса кĕтетпĕр. Хальлĕхе ферма заведующийĕ те çук.

Пĕлтĕр самăртма хупнă выльăхсем тăракан витен тăррине юсанă-мĕн. Ытти çĕрте нимех те туман. Кăçал та, авă, юсав ĕçĕсем тăсăлса кайма пултараççĕ. Ĕçĕ вара нумай. Пăру витин алăкĕсем пачах çук. Çакна та каласа хăвармалла. Ĕне витинче тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Кирпĕч катăкĕсем, чус-хăма татăкĕсем сапаланса выртаççĕ. Кунта эрнере пĕр хут санитари кунĕ туни кирлĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, "Аккозинский" тата "Победа" хуçалăхсем 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илессине чакарнă. Çак продукцие хатĕрлес ĕçе лайăхлатни пĕрлешÿллĕ предприятисен кассине укçа-тенкĕпе пуянлатма май парĕччĕ. Мĕншĕн тесен çу каçипех сĕт хакĕ питĕ йÿнĕ пулчĕ. Кĕр пуçланнă май унăн хакне кăштах хăпартрĕç ĕнтĕ. Анчах та какайлăх ĕне выльăх йышлă ăсатмасан ăçтан-ха хуçалăх экономикине тĕреклетĕн;

Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Чăнах та, выльăх-чĕрлĕхе тулăх тăрантармасăр унран паха продукци чылай илеймĕн. Çакна "Аккозинский" хуçалăхра асра тытса ĕçлеççĕ. Кунта сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кашни условнăй выльăх пуçне 19,8 процент апат единици хатĕрленĕ. Урăхла каласан, утă, силос палăртнинчен чылай ытларах хывса хăварнă. "Победа" хуçалăх кăтартăвĕсем кÿршĕсенчен лайăхрах. Иккĕмĕш Хурашашсем утă 125 процент, сенаж 425 процент чухлĕ янтланă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 23,5 апат единици лекнине пĕлтерет ку. Икĕ хуçалăхĕнче те выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Юлашкинчен çакна калас килет. Витесене хĕле хатĕрлес ĕçе тăсса пырас марччĕ. Крылов юптарăвĕнчи çу каçипе тринкки-тринкки сиккелесе пурăнса хăйне валли хĕл каçма пÿрт-çурт янтламан шăрчăк пек пулса ан тухтăрччĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика