Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх лагерĕсен ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем

18 июля 2009 г.

Ачасемпе çула çитмен çамрăксем хушшинче сывлăх мероприятийĕсене йĕркелесси тата ирттересси влаç органĕсен, сывлăх хуралĕн... тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Районта ачасен çуллахи канăвне йĕркелессипе ведомствăсен хушшинчи комисси тунă. ЧР Çĕмĕрле хулинчи Роспотребнадзор Управленийĕн территори органĕн специалисчĕсем шкулсен ертÿçисемпе тата лагерьсен начальникĕсемпе семинарсем ирттернĕ.

Май уйăхĕнче Управлени специалисчĕсем районти 9 шкул никĕсĕ çинче ирттерме палăртнă лагерьсене пăхса тухнă. Хусанушкăнь, Атнар, Питĕркасси шкулĕсенчи сывлăх лагерĕсене япăхрах хатĕрленине палăртнă. Атнар шкулĕнчи апат-çимĕç блокĕнче кухньăри савăт-сапана çумалли ваннăйсем патне вĕри шыв кĕртмен. Питĕркассинче те апат-çимĕç блокĕнче çитменлĕх пур: шăршă-марша туртса илекен вентиляци ĕçлемен. Хусанушкăнь шкулĕнче тĕрĕслев вăхăтĕнче шыва электричествăпа ăшăтакан оборудовани юсавсăр пулнă. Пĕтĕм вĕренÿ учрежденийĕнче те, Çĕн Атикассипе Мăн Этмен шкулĕсемсĕр пуçне, нимĕр хатĕрлемелли машинăсем тата çимĕç касмалли хатĕр (овощерезка) çук.

Çуллахи вăхăт пуçланиччен кранри шыва микробиологи кăтартăвĕсем тĕлĕшпе 9 тĕслĕх (проба) ирттернĕ, санитарипе хими кăтартăвĕсемпе те çавăн чухлех. Тĕпченĕ шыв СанПин 2.1.4.1074-01 ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Çуллахи тапхăра хатĕрленнĕ вăхăтра Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче шыв башнине тасатнă, дезинфекциленĕ.

Шкулсем çумĕнчи сывлăх лагерĕсене 450 вĕренекен çÿренĕ. Вĕсенче апат-çимĕç çисе наркăмăшланнине, ерекен (инфекционный) чирсемпе массăллă чирленине регистрацилемен.

Çуллахи сывлăх лагерĕсенче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лăпкă пултăр тесе, 2010 çулхи сывлăх кампанине ăнăçлă ирттерес тĕллевпе халех лагерьсен техника базине çирĕплетессипе хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçăнмалла.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика