Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи вăйпа – пысăк ĕç

08 июля 2009 г.

Июлĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ пулчĕ. Потребкоопераци ĕçченĕсене район пуçлăхĕ А.Криков саламларĕ.

Халăхпа пур ĕç те пулать. Районти райпо коллективĕ пĕрлехи вăйпа пысăк ĕç тăвать. Вĕсем республикăпа районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хываççĕ. Потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшакансем яланах халăх ыйтăвне тивĕçтерес, лавккасене таварпа пуянлатас, продукци туса кăларас тĕлĕшпе нумай вăй хураççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, суту-илÿре те, общество аталанăвĕнче те, производствăра та, хатĕрлевпе пулăшу сферинче те кăтартусем лайăх. Райпон пысăк хуçалăхĕ çулсерен çĕнелсе, вăйланса пырать. Лавккасенче ĕçе самообслуживани мелĕпе йĕркелесе пыни те çитĕнÿ патне илсе пырать. Сăмах май, 2009 çулхи 6 уйăхра 88556 пин тенкĕлĕх ваккăн тавар сутнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан плана 101,4 процент пурнăçланă. Вырăнта туса кăларнă тавар çаврăнăшĕ 21672 пин тенкĕпе е 106,7 процентпа танлашать. Çăкăр завочĕ, «Янтарь» предприяти туса кăларакан продукцисене халăх хаваспах суйласа илет. Ытти цехсенче туса кăларнă апат-çимĕçе те район çыннисем кăмăлпах туянаççĕ.

Коллективăн ĕçĕ курăмлă. Райпо ĕçченĕсем умри тĕллевсене пурнăçласах пыраççĕ. Вĕсем хăйсен кăтартăвĕсемпе Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсем хушшинче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Раççей шайĕнче палăрни те сахал мар пулнă.

Професси уявĕ çитнĕ май, райпо председателĕ А.Ю.Степанов та суту-илÿ ĕçченĕсене, потребкоопераци тытăмĕнче тимлекенсене ăшшăн саламларĕ. Çак ĕçре чылай çул ĕçлекенсене Хисеп грамотисемпе премисем парса чысларĕ. Акă, райпо тытăмĕнче нумай çул ырми-канми тăрăшнăшăн Н.П.Глухована (Атнар сутуçи) «РФ потребкоопераци ветеранĕ» ятпа чысларĕ. «Раççей потребкооперацийĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллăпа О.И.Семгайкинана («Рыбный» лавкка), З.И. Чумакована (бухгалтер) наградăларĕ. РФ Центросоюзăн Хисеп грамотине З.И.Гаврилова («Центральное» кафе) тивĕçрĕ. 30 çул обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçленĕшĕн В.Б.Стекольщикова медале тивĕçрĕ. С.И.Сильвестрова (ревизор) райпо тытăмĕнче 25 çул, Е.П. Майоровапа (Штанаш) Г.А.Тверскова (Ишеккасси) 20 çул вăй хураççĕ. Вĕсене те медальпе хавхалантарчĕç. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисене Н.В.Мироновапа В.Н.Серина (çăкăр завочĕ), С.В.Ванюшкина (Сĕнтĕкçырми) тивĕçрĕç. «ЧР потребкоопераци ветеранĕ» ятпа М.А. Тунейкинапа (Шулю) И.Б. Корнилована (Штанаш) чысларĕç. М.В.Смирнован (Сĕнтĕкçырми) ятне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Çавăн пекех кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатнăшăн чылай лавкка коллективĕсем райпон Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика