Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси ăсталăхĕ ÿсет

06 июня 2009 г.

Июнĕн 2-мĕшĕнче "Аккозинский" ЯХПК-ра дояркăсемпе осеменаторсен конкурсĕ иртнĕ.

"Аккозинский" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне фермине чылай çул ĕнтĕ Зоя Давыдовна Кудряшова ертсе пырать. Вăл зооветспециалист тивĕçĕсене те хăех пурнăçлать. Ял хуçалăхĕнче йывăрлăхсемсĕр пулмастех. Кунта тăрăшакансем те çакна туйса ĕçлеççĕ. Ĕне вити кивелсе çитнĕ. Кăçал ăна "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе усă курса юсаса çĕнетме шутлаççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр, кивĕлле ĕçлесех Тури Çĕрпÿкассинчи ферма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕхрен лайăх продукци туса илеççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхри кашни ĕне талăкра 17,2 килограмм сĕт антарать. Самăртма хупнă пăрусем куллен 430-шар грамм ÿт хушаççĕ. Çаран çине тухнă кĕтĕве тăрантарассине, шăварассине лайăх йĕркеленĕ. Тăрăшулăх çитĕнÿ çулĕпе малалла утма пулăшать те ĕнтĕ.

– Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем ĕнесене машина вăйĕпе сăвакан дояркăсен тата осеменаторсен районти конкурсне "Аккозинский" кооперативра ирттерме ахальтен суйламан. Кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, çĕнĕ технологипе мар пулин те, аван йĕркеленĕ. Иртнĕ çул пăрусене хупса усрамалли витесене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Пăрусен çуллахи картишĕнче те йĕркелĕх хуçаланать. Дояркăсен ĕне сумалли оборудованийĕсем тĕрĕс-тĕкел ĕçлеççĕ, выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентереççĕ. Ферма территорийĕнче тасалăхпа тирпейлĕх тăвассишĕн те чылай ĕçленĕ, – терĕ ял хуçалăх пайĕн специалист-эксперчĕ А.В.Елизарова.

Кăçалхи конкурса пилĕк хуçалăхăн дояркисем, осеменаторĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем – "Авангард", "Путь Ильича", "Нива", В.Никитин фермер хуçалăхĕ тата «Аккозинский». Ĕне сăвакансем теориллĕ пĕлĕве практикăпа çыхăнтарса кăтартнă. Сăмахран, тепĕр чух ĕне сăвас умĕн унăн çиллине çумалли шыв температури мĕнле пулмаллине е ĕнене мĕншĕн хăвăртрах суса пĕтермеллине дояркăсем çеç мар, кил хуçи хĕрарăмĕсем те наука ыйтнă пек ăнлантарма пĕлмеççĕ. Çавăнпа пурнăç улшăнса, çĕнелсе пынă май, професси пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Конкурсра вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă, "Майга" тата "Волга" йышши аппаратсемпе мĕнле ĕçлеме пултарнине кăтартнă. Çивĕч кĕрешÿре В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи чи хастар доярка – Н.П.Можайкина çĕнтернĕ. Иккĕмĕш – Л.И. Ефимова (Тури Çĕрпÿкасси). Ыттисем сахал очко пухнă, малти вырăнсене йышăнайман.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче техник-осеменаторсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем ăратлăха лайăхлатас, ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварас, пăрусем ытларах илес тĕлĕшпе яваплă. Конкурсра та асăннă специалистсем хушшинче тупăшу çивĕч иртнĕ. Вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçланă. Акă, "Нива" ЯХПК-ра тăрăшакан Е.Ю.Жукова пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă, практика ĕçне пахалăхлă пурнăçласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Сăмах май, вăл иртнĕ çулхи осеменаторсен конкурсĕнче те çĕнтерÿçĕ пулнă. Мĕнех калăн, унăн ĕç стажĕ те пысăк – 22 çул. Тивĕçлĕ вăл çак çĕнтерĕве.

Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантарнă. Дояркăсемпе осеменаторсен ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтернисем – Н.П.Можайкинапа Е.Ю.Жукова республика шайĕнчи конкурсра район чысне хÿтĕлĕç. Вăл июнĕн 11-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче иртĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, ферма ĕçченĕсем ăсталăха ÿстерсе пыни савăнтарать. Вĕсем пултаруллă пулнăран-çке ферма тупăшĕ ÿсет, хуçалăх тĕрекленет. Конкурса хутшăнман хуçалăхсем чылай пулни вара пăшăрхантарать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансен пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерни, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллаштарни кирлех. Зооветспециалистсен çакăн пек мероприятисем çине куç хупас марччĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика