Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй ĕçĕнче ăста

20 июня 2009 г.

Вулавăш – тĕрлĕ енлĕ информаци, анлă пĕлÿ паракан центр. Халăх мĕн пĕлес килнине унта кайса вулама, хуравне тупма пултарать. Çавăнпа вулавăшра тăрăшакансен çынпа вашават, сăпайлă калаçма, вĕсен кăмăлне тивĕçтерме пĕлмелле. Унсăр пуçне вулакансен йышне ÿстерес тесен кунта тĕрлĕрен стендсем, кĕнеке куравĕсем, хаваслă, усăллă мероприятисем йĕркелемелле. Çавăн чухне этем вулавăша туртăнать. Тури Çĕрпÿкассинчи тĕслĕх библиотекăра тăрăшакан Галина Александровна Кудряшова çак тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлесе пырать. Ку ĕçре вăл 1976 çултанпа вăй хурать.

Сăмах май, кунти малтанхи библиотека ял варринче вырнаçнăччĕ. Г.Кудряшова çак çуртра 30 çул ĕçлерĕ. ЧР Президенчĕн Указĕпе хула-районсенче тĕслĕх библиотекăсем йĕркелеме пуçласан, 2006 çулта Тури Çĕр-пÿкассинчи шкул территорийĕнче кирпĕч çуртра тĕслĕх вулавăш уçăлчĕ. Халĕ вулавăш кĕнеке тусĕсене çĕнĕлле кĕтсе илет. Хăтлă та çутă пÿлĕмре вулакансем валли пур услови те пур: компьютер, аудио-видео аппаратура, Раççейри электронлă изданисем. Вулакансем юлашки вăхăтра тухнă хайлавсемпе, интереслĕ информаципе хăвăрт паллашаççĕ.

Г.Кудряшова каланă тăрăх, ялти вулавăша ытларах шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем килеççĕ. Ватăсем хушшинче те кĕнекепе интересленекенсем чылаййăн. Пенсионерсенчен чи лайăх вулакансем çаксем: Ираида Осипова, Виток Лукин, Александра Иванова. Елена Смирнова çамрăк хĕрарăм вулавăша час-часах çÿрет. Çапла, ачаранпах кĕнекепе туслă çынсем кайран та ăна интересленсех вулаççĕ.

Г.Кудряшова пуян опыт пухнă специалист. Библиотека ĕçне витĕр курать. Вăл ял çыннисене, шкул ачисене кĕнекепе тивĕçтернисĕр пуçне вĕсен канăвне усăллă ирттерессишĕн нумай тăрăшать. Турри ăна пултарулăхне туллиех парнеленĕ-çке. Акă, вырăнти ал ăстисен пултарулăхĕпе халăха паллаштарас тĕллевпе вулавăшра тăтăшах куравсем йĕркелет. Ял çыннисем çакăн пек мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Халăхпа килĕштерсе ĕçлени ăна вăй-хăват парса пырать, ырă ĕçсем тума хистет. Хăй ĕçĕнче ăста пулнипе вăл халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ.

33 çул хушшинче мĕн чухлĕ спектакль, концерт йĕркелемен-ши вăл; Юрра-ташша питĕ ăста. Культура мероприятийĕсене яланах мăшăрне явăçтарнă. Галина Александровна çепĕç юрăсемпе куракансене савăнтарнă, Вячеслав Александрович вара купăс калама ăста. Кудряшовсен çемйи сцена çине тухсан халăх вĕсене ăмсаннă.

Тăрăшуллисене яланах хавхалантараççĕ. 2003 çулта РФ Президенчĕн Указĕпе ăна «2002 çулхи Халăх çыравне активлă хутшăннăшăн» медальпе наградăланă. Кăçалхи февраль уйăхĕнче Г.Кудряшована ЧР Министрсен Кабинечĕн 57-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Ялти сăпайлă, çынна тарават чăваш хĕрарăмĕ тивĕçлĕ çак хисепе.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика