Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлан ут – çывăх тус

11 июня 2009 г.

Хĕр ача лаша спорчĕпе интересленни сайра тĕл пулкалать. Акă, СХТ территорийĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕн З.Д.Кудряшовăн мăнукĕ – Настя Сидорова килте урхамах тытать. Сăмах май, Настя иртнĕ çул «Санкинский» хуçалăхра лашасем пăхнă çĕрте ĕçленĕ.

Хăй каланă тăрăх, Настя мĕн пĕчĕкрен лашасене юратса ÿснĕ. Çак хăнăху унăн ÿснĕçемĕн аталанса пынă. Пушă вăхăта вăл «Гроза» ятлă урхамахпа ирттерет, унпа хире тухса çÿрет, ăна тĕрлĕ чăрмавсем урлă сикме хăнăхтарать.«Гроза» уншăн темрен те хаклă. Унпа вăл республикăра иртекен лаша спорчĕн чупăвне час-часах хутшăнать. Çав хушăрах районта иртнĕ уявсене юлан утпа тухса халăха савăнтарни те пулнă. Хальхи вăхăтра хĕр çывăх тусĕпе Етĕрне районĕнче иртекен чупăва хатĕрленет. Тен, малашлăхра Настьăна пысăк спортра курăпăр.

Пушă вăхăтра вара çамрăк ачасене лаша çинче ярăнтарать. Шăпăрлансем юлан ут çинче ларса çÿреме тем пекех хавас.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика