Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри конкурс лауреачĕ

16 мая 2009 г.

Çамрăксен çулталăкне тĕпе хурса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Тăван çĕршыва халаллатпăр" почта конверчĕсемпе реклама маркисен ÿкерчĕк конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Вăл кăçалхи мартăн иккĕмĕшĕпе апрелĕн 15-мĕшĕччен пынă. Ку конкурса шкулсенче вĕренекенсем, хула-районсенчи Ачасен пултарулăх çурчĕсенче ăс пухакансем хутшăннă. Хăйсен ĕçĕсенче вĕсем Раççей строительствинче çамрăксен тÿпи мĕнле пулмаллине кăтартнă.

Жюри чи лайăх ÿкерчĕксене суйласа илсе çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Унсăр пуçне Пĕтĕм Раççейри "Тăван çĕршыва халаллатпăр" конкурс лауреачĕсем пулма тăхăр ача тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче – Хусанушкăнь шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Алена Пакрушова.

Лауреатсем дипломсемпе Раççей Почтин парнисене илĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика