Апрелĕн 16-мĕшĕнче районта çурхи ака-суха ĕçĕсене тухас умĕнхи семинар-канашлу пулса иртни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Унăн теориллĕ пайĕн Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.Самылкин уçрĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков доклад туса пачĕ. Çакна палăртрĕ: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ятарлă Указ кăларса кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнине палăртрĕ. Ку ял ĕçченĕсем умне пысăк та яваплă задачăсем кăларса тăратать. Кăçал районĕпе мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 15670 тонна тĕш тырă, 26920 тонна çĕр улми, 9834 тонна пахча çимĕç туса илмелле. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 15670 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем (иртнĕ çул 11414 тонна пулнă), 45 тонна çĕр улми (70 тонна), 9 тонна хăмла (4,56) пухса кĕртмелле. Тĕш тырă туса илессине, 2008 çулхипе танлаштарсан, 4256 тонна ÿстермелле. Кунта çакна та палăртса хăварас килет.Çĕр улмипе пахча çимĕç культурисем кашни гектар пуçне тухăç нумайрах параççĕ, вĕсен тупăшĕ те ытларах. Шел пулин те, çак культурăсене туса илмелли ял хуçалăх машинисем çуккине пула вĕсен лаптăкĕсем çулран çулах чакса пынă. Тĕпрен илсен, çĕр улмипе пахча çимĕçе килти хушма хуçалăхсенче ытларах çитĕнтереççĕ.
Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсем малтанхи çулхинчен 704 гектар ытларах акса хăварнă. Районĕпе вара кĕр тыррисем 3893 гектар çинче. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тата хуçалăхсен специалисчĕсем кĕр калчисен пахалăхне тĕрĕслесе тухрĕç. Çавăн пекех эпир калча юрăхсăра тухни çинчен пирĕн пата информаци пама ыйтнăччĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен кун пек хыпар килни пулмарĕ. Çапах та кĕр тыррисем вырăн-вырăнпа пĕтнĕ лаптăксем пур. Çавăнпа та паянах вĕсене мĕн акса хăварасси пирки шухăшламалла. Пĕр тăваткал метрта 120 ÿсен-тăрантан каярах пулсан, çак лаптăка минераллă удобренисемпе пĕрле çурхи тулă е урпа акмалла. Ку ĕçе иртерех, тăпрари нÿрĕк пăсланса пĕтиччен туса ирттермелле. Çавăн пекех пĕр тăваткал метр çинче 30-40 çум курăк е хĕллехи сивĕрен хăраман 20 çум курăк пулсан лаптăксене гербицидсем сапмалла.
Республикăн кăнтăр районĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем анлă сарăлса пыраççĕ. Сăмахран, Елчĕк районĕнчи «Комбайн» хуçалăх пĕлтĕр кашни гектартан 37 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Кунти механизаторсем кăçал та нумай çул ÿсекен курăксене, кĕр калчисене минерал удобренийĕсемпе апатлантарас, сÿрелес ĕçсене вĕçленĕ. Хамăр районта та апрелĕн 11-мĕшĕнче агрегатсем хире тухнине палăртмалла. «Свобода» колхоз ĕçченĕсем нумай çул ÿсекен курăксене, кĕрхи тулă лаптăкне минерал удобренийĕсемпе апатлантарчĕç. Халĕ типĕрех вырăнсене сеялка кăларса калчасен тымарĕ патне удобрени пама тытăнмалла. Специалистсен куллен уй-хирте икĕ хутран кая мар пулса лаптăксенчи çĕр пиçсе çитнине сăнамалла. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра ирттермесен тăпрари нÿрĕк çухалать.
Паянхи куна хуçалăхсенче 624 тонна аммиак селитри, 50 тонна азофоска, 111 тонна диаммофоска тата 17 тонна нитроаммофоска пур. Çав вăхăтрах «Путь Ильича», «Мочковашский», «Сура» тата «Телей» предприятисенче пĕр тонна та минерал удобренийĕсем çук. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисен удобрени туянма майсем тупмаллах.
Иртнĕ çул 3521 гектар кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Ку вăл, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 893 гектар нумайрах. «Коминтерн», «Свобода», «Нива», «Дар-бройлер» ку енĕпе аван ĕçленĕ. «Победа», «Аккозинский», «Сура», «Асамат», «Мочковашский», В.Никитин фермер хуçалăхĕ ку енĕпе кайра пыраççĕ. Пурне те паллă, лаптăксене кĕрхи çĕртме туни унта нÿрĕк, тутлăхлă япаласем ытларах сыхласа хăварма, ÿсен-тăрансен вăррисене тата чир-чĕр саракан хурт-кăпшанкăсен йышне чакарма пулăшать. Кунпа пĕрлех çурхи уй-хир ĕçĕсене хăвăрт ирттерме, ял хуçалăх техникине сахалрах ĕçлеттерме май парать.
Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 5000 гектартан кая мар çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăвармалла. Пĕтĕмпе вара çуртрисем 7325 гектар пулаççĕ, вăл шутрах 2027 гектар – пĕр çул ÿсекен курăксем, 663 гектар силослăх культурăсем. Пĕтĕм ял хуçалăх культурисен лаптăкне 18360 гектара çитермелле. Пĕлтĕр 15345 гектарпа танлашнă. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсем ку таранччен усă курман 3015 гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен шутне кĕртнĕ. Унта агротехника ĕçĕсене туса ирттернĕшĕн вĕсене район бюджетĕнчен – 1 млн 400 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 275 пин тенкĕ панă. Çакна шута илсе хуçалăхсен ака лаптăкĕсене ÿстермеллех.
Паянхи куна хуçалăхсенче çур акинче усă курма 14944 центнер вăрлăх пур. Шел пулин те, 8341 центнерĕ е 56 проценчĕ кăна кондициллĕ. Республикăн вăтам кăтартăвĕ вара 68,9 процентпа танлашать. Акă, апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне 206 тонна вăрлăх тасамарлăхпа ака стандартне ларман. Кун пек япăх пахалăхлă культурăсем «Путь Ильича» хуçалăхра 52 тонна, «Победăра» – 58, «Аккозинскийĕнче» – 58, «Дар-Бройлерта» – 220, «Асаматра» 115 тонна. Хальхи вăхăтра «Асамат», «Аккозинский», «Победа», «Нива» тата «Коминтерн» хуçалăхсенче элитлă вăрлăх кÿрсе килес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Чăннипе вара, вăрлăх хатĕрлес ĕçе кĕркуннех анлă сарса ямалла. Акмалли культурăсене ядохимикатсемпе вăхăтра им-çамламалла.
Районĕпе тракторсен 86,6 проценчĕ, сеялкăсен – 31,6, плугсен – 62,7, культиваторсен 76,5 проценчĕ юсавлă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем пурĕ 180 тонна кÿрсе килнĕ. Ку çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме çителĕклĕ. Çавăн пекех 8 тонна автобензин пур. Çакна та палăртса хăварас килет. Шухăшлакан ĕçе хăвăрт тума тăрăшакан ертÿçĕсем çулталăк пуçламăшĕнчех дизель топливине, унăн хакĕ литр пуçне 9-11 тенкĕ чухнех çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Халĕ вара унăн хакĕ 15 тенке çитрĕ.
Чылай хуçалăхсенче механизаторсем çитмеççĕ. Районĕпе 18-20 тракторист таран кирлĕ. «Путь Ильича», «Асамат», «Телей», «Победа» ял хуçалăх предприятийĕсенче тракторсене кадрсемпе комплектласа çитермен. Ку ыйтăва районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă татса пама тăрăшмалла. Чăннипе вара, ялсенче механизаторсем сахал мар. Вĕсене ĕçе явăçтарни кирлĕ. Кунта Сĕнтĕкçырминчи автотрактор паркĕ пирки чарăнса тăни вырăнлă. Н. Иванейкин тĕп агрономпа обществăн генеральнăй директорĕн çумĕ А.Давыдов тăрăшнипе унта мĕн пур техникăна ĕçе хатĕрлесе çитернĕ. Иртнĕ çул килте пурăннă механизаторсем паян хĕрÿ ĕçре. Вĕсем çур акине вăхăтра, лайăх пахалăхпа вĕçлессе шанас килет.
Кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсен хăйне майлă уйрăмлăхĕ пур. Хĕл кунĕсенче юр вăтамран 21 сантиметр хулăнăш кăна çунă. Çавăнпа та нÿрĕк сыхласа хăварасси – чи кирлĕ ĕç. Çавна май сÿре агрегачĕсене пур çĕрте те кирлĕ чухлĕ хатĕрлемелле. Тăпрана çавăрса пăрахмасăр кăпкалатма тăрăшмалла. Лаптăксене акнă чухне тата хыççăн катоксемпе пусăрăнтарассине йĕркелемелле. Вăрлăха тăпрана кирлĕ тарăнăшне варăнтармалла. Ака ĕçĕсене тăсса пымалла мар.
Пĕтĕмĕшле илсен, пур ĕçе те вăхăтра, пахалăхлă туса пымалла. «Ака уйăхĕнчи ыйхă – авăн уйăхĕнчи хуйхă», – тесе ваттисем ахальтен каламан.
Семинар-канашлура Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Праулов, «Асамат» ТЯО генеральнăй директорĕ Т.Сидорова, патшалăх техника асăрхавĕн аслă инспекторĕ В.Васюков, ĕç сыхлавĕн тĕп специалисчĕ Е.Викторова, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕ Л.Куропаткина, ял хуçалăх пайĕн экономист-эксперчĕ А.Дадюкова, «Россельхозцентр» патшалăх учрежденийĕн филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ А.Барышникова, Ю.Илюшкин агрохимик тухса калаçрĕç, ака-суха ĕçĕсене хăвăрт, агротехника тĕлĕшĕнчен пахалăхлă ирттерме пулăшакан сĕнÿсемпе канашсем пачĕç.
Семинар-канашлу ĕçне А.Самылкин пĕтĕмлетрĕ.
– Хуçалăхсен укçа-тенкĕ сахал, – терĕ вăл. – Çапах та тăрăшсан кивĕ техникăнах хатĕрлесе çитерме, вăрлăха кондицие лартма, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма пулать. Çавăн пекех çур акине хутшăнакансене ĕçшĕн тÿлес ыйтăва тĕрĕс татса памалла. Уй-хире тухас умĕн кашни хуçалăхрах пухусем ирттермелле, çынсемпе ĕç килĕшĕвĕсем тумалла. Ака-суха ĕçĕсенче район центрĕнчи организацисен тракторĕсемпе те усă курмалла. Хуçалăхсем пĕр-пĕрне пулăшассине йĕркелемелле. Çаксене пурнăçласа пырсан эпир кăçал, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, хамăр ума лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлăпăр.
|