Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур акине хатĕр-и хресчен

18 апреля 2009 г.

Апрелĕн 16-мĕшĕнче районта çурхи ака-суха ĕçĕсене ăçта мĕнле хатĕрленнине палăртас, лайăххине кăтартас тĕллевпе семинар-канашлу ирттерчĕç. Ун ĕçне райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, инженерсемпе агрономсем тата механизаторсем хутшăнчĕç.

Пухăннисем чи малтанах "Победа" ял хуçалăх кооперативĕн техника паркне çитсе курчĕç. Кунти çĕр-ĕç ăстисем уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленнĕ. Гусенницăллă тата урапаллă тракторсене, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене хатĕрлесе çитернĕ. Техникăна опытлă механизаторсене шанса панă.

"Асамат" тулли мар яваплă обществăн Сĕнтĕкçырминчи техника паркĕнче те паян тирпейлĕх хуçаланнине куратăн. Семинар-канашлăва хутшăнакансем ĕçлесе хатĕрлемен, хăмăллă лаптăка вăрлăх варăнтарса хăвармалли агрегатпа уйрăмах интересленчĕç. Вăл пысăк мар, икĕ метр та вунă сантиметр сарлакăш çеç. Анчах пăр харăс виçĕ операцие пурнăçлать: культиватор çĕре кăпкалатса пырать, хыççăнах тăпрана вăрлăх варăнса юлать, юлашкинчен пусăна каток пусăрăнтарса тикĕслет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика