Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахăм сан çинчен, вĕрентекенĕмĕр

15 апреля 2009 г.

Çыннăн пурнăçĕ чăннипех те илемлĕ те чаплă пултăр тесен хăйне килĕшекен ĕç суйласа илмелле. Суйласа илни анчах çителĕксĕр иккен, çав ĕçре пĕтĕм чун-чĕререн, кăмăлтан тăрăшмалла, пысăк тата хавхалантаракан çитĕнÿсем тумалла, юратнă ĕçре телейлĕ те пулмалла. Çакăн пек çын – Нина Артемьевна Маркова. Вăл хальхи вăхăтра Атнарти вăтам шкулта кĕçĕн класри ачасене пĕлÿ çулĕпе ертсе пырать.

Нина Артемьевна 1959 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче çуралнă. Сумлă та ырă çемьере ÿссе çитĕнет хĕр. Ашшĕпе амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне чун панисĕр пуçне ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăратнă. Нина Артемьевна Хусанушкăнь шкулĕнче вĕреннĕ. Шкултах унăн пултарулăхĕ иксĕлми пулнă, лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, юрлама питĕ юратнă. Вăл тăрăшнипе класра тĕрлĕрен мероприятисемпе ĕçсем иртнĕ. Паянхи куна та унăн çак пултарулăх сыхланса юлнă.

Çамрăк хĕр хăйĕн тавра курăмне, пĕлĕвне татах та анлăлатас тĕллевпе Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕрет. Ăнăçлă вĕренсе тухать, алла учитель дипломне илет. Ăспа, пултарулăхпа вĕресе тăракан учителе Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Нина Артемьевна хăйĕн яваплă та пархатарлă ĕçне пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлама пуçлать. Унăн умĕнче пĕртен-пĕр тĕллев пулнă: ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла. Çак тĕллеве пурнăçлама вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн çын, ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пултаруллă, çирĕп ăслă, талантлă пулмалла. Асăннă енсем пурте çамрăк учителĕн пулнă. Çапла вăл хăйĕн ĕçĕнче телей тупать. 29 çул хушши вĕренекенĕсем ырă та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, çĕнĕрен те çĕнĕ, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать.

Нина Артемьевна вĕрентсе кăларнă ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă, тĕрлĕ ĕçре ырми-канми ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен пĕрремĕш учительне манмаççĕ, килсех тăраççĕ, уяв кунĕсенче саламлаççĕ, йывăрлăхра та, савăнăçра та пĕрле пулма тăрăшаççĕ. Мĕнле вĕрентекен савăнмĕ çакăн пек кăмăллă çынсем ÿстернишĕн, Тăван çĕршыва усăллă пулнишĕн.

Н.А.Маркова хăйĕн ачисемпе те тивĕçлипех мухтанма пултарать. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Амăшĕ пекех хăйсен юратнă ĕçне тупнă, тăрăшса ĕçлеççĕ. Ашшĕпе амăшĕн сумлă та хисеплĕ ятне çÿллĕ шайра тытса пыма тăрăшаççĕ.

Акă мĕн çыраççĕ Нина Артемьевна пирки унăн вĕренекенĕсем:

«Нина Артемьевна – пирĕншĕн чи юратнă, чи хисеплĕ çын. Вĕрентекен пире пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, йышпа ĕçлеме вĕрентрĕ. Çавăнпа пĕрлех пире тÿрĕ чунлă пулма, ырри патне ăнтăлма, пурнăçри тĕрлĕрен йывăрлăхсене çĕнтерме, чăтăмлă пулма вĕрентрĕ».

«Нина Артемьевна пире шутлама, çырма, вулама, теттесем ăсталама вĕрентрĕ. Вăл пире яланах мухтатчĕ, юрататчĕ. Вăл пулăшнипе эпир хитре юрлама, хамăра сцена çинче лайăх тытма вĕрентĕмĕр. Вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупатчĕ».

«Урокра темăсене тĕплĕн ăнлантаратчĕ. Ятланă. Тĕрĕс тунă. Лайăх пултăр тесе ăс парса ятланă. Вăл пире юрататчĕ».

«Нина Артемьевна пире хăйĕн тăван ачисем вырăнне хунă. Ăс панă. Эпĕ ăна нихăçан та манмастăп».

«Нина Артемьевна – иккĕмĕш анне, пĕрремĕш учитель. Çăмăл пулман ăна пирĕнпе. Кулянтарнă та, тарăхтарнă та ăна эпир. Вăл ачасене чунĕпе ăнланакан çын. Манăн вĕрентекен çирĕп çын, хăйĕн сăмахне çирĕп тытать, ăна шанма пулать. Унăн таса та янăравлă сасă, уçă та ырă чĕре».

«Нина Артемьевна ялта та ырă ятлă. Хуçалăха хăех йĕркелесе тытса пырать. Мĕн тери хитре те ырă çын вăл».

«Нина Артемьевнана шкулти ĕçтешĕсем те мухтаççĕ, хисеплеççĕ. Вăл чăтăмлă, пурăнма пĕлекен çын».

«Нина Артемьевна тирпейлĕ çын. Килĕнче те унăн питĕ тирпейлĕ те ăшă. Хитре чечексем çитĕнтерме юратать».

Мĕн тери ырă сăмахсем, шухăшсем. Юлашкинчен манăн та Нина Артемьевнана В.Тимаков поэтăн сăввине парнелеме кăмăл пур.

Вăл кăтартрĕ

Чăн сăмахăн хăватне,

Ырă ăнтăлу çуратрĕ

Чĕремре ача чухне.

Тавтапуç, вĕрентекенĕм,

Халиччен çĕршер çынна

Эс çунат парса çĕкленĕ

Пирĕнтен хисеп сана.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика