Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿсĕмлĕх – пурнăç хакĕ

11 апреля 2009 г.

1941-1945 çулсенче вăрçа хутшăннă ветерансен кун-çулĕпе интересленнĕ май, I Хурашашра пурăнакан Геннадий Иванович Пакрушовпа тĕл пулса калаçас терĕм. Асăннă ялта сывă пурăнакан Аслă вăрçă участникĕ вăл кăна юлнă-çке.

Г.И.Пакрушов 1926 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Тăватă пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ, Иван Егоровичпа Фекла Семеновна, ачисене çамрăклах ĕçе вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли – Елена, пуçламăш классене вĕрентекен пулнă, Володя ятли те тивĕçлĕ пĕлÿ илсе тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Алексей Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнать. Вăл ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра тăрăшнă, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Г.И. Пакрушов çулĕпе çамрăк мар пулин те, килти ĕçсене хăех пурнăçлать. Пÿртре кашни япала хăй вырăнĕнче. Çакă кил хуçин тирпейлĕхне, çирĕплĕхне кăтартать. Сăмах май, ватă çын ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннă. Уçă сывлăшра уçăлса çÿреме кăмăллать, хаçат-журналпа интересленет. Хăй пухса хатĕрленĕ курăксенчен чей ĕçет.

Калаçу çăмхине сÿтсе пынă май, ватă учитель ачалăх, хаяр вăрçă çулĕсене аса илсе çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Геннадий Иванович хăй фронтран киле çырнă виç кĕтеслĕ çырăвĕсене те кăтартрĕ.

– Вăрçă пуçланни çинчен ялти клубра пĕлтĕмĕр. Кĕçех арçынсене çара кайма повесткăсем пачĕç. Кашни кун тенĕ пекех ялта хурлăхлă салтак юррисем илтĕнме пуçларĕç. Ял халăхĕ, тăванĕсем юратнă çыннисене куççульпе салтака ăсататчĕç. Ял пушансах пычĕ. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç ватă-вĕтĕ çине тиенчĕ. Лашасене те фронта ăсатрĕç. Вăкăрсемпе ĕнесене кÿлсе колхоз ĕçне пурнăçлаттăмăр.

1942 çулта аттене те çара илсе кайрĕç. Аннене ачасене ура çине тăратма йывăр килчĕ, – терĕ Г.И. Пакрушов.

Вăрçă çулĕсем пулин те амăшĕ ачисене шкула çÿретнĕ. 1942 çулта Геннадий Иванович Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухать. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна та салтака кайма повестка параççĕ. И.Петрухин, П.Семеньков, А.Арланкин, А.Корчаков тата вăл ял-йышпа сыв пуллашса вăрçа тухса каяççĕ.

Малтанласа çамрăксене Вăрнарта çар пурнăçне хăнăхтараççĕ, тĕрлĕ хĕç-пăшалпа усă курма вĕрентеççĕ. Унтан тĕрлĕ фронтсене ăсатнă. Г.И.Пакрушов Калинин облаçĕнчи тĕрлĕ хуласене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. Унтан Карели фронтĕнчи çапăçусене хутшăннă. Прибалтика тăрăхĕнчи ялсемпе хуласене нимĕç фашисчĕсенчен тасатнă. 1974 çулта Петрозаводск хулишĕн пынă хаяр çапăçура чăваш каччи – минометчик йывăр аманать, госпитале лекет. Кунта вăл ялти çамрăкпа К. Вашуркинпа тĕл пулать. Вăл та Выборг хулине ирĕке кăларассишĕн çапăçса аманнă иккен.

Сывалса тухнă хыççăн Г.И.Пакрушов тĕрлĕ фронтсенчи çапăçусене хутшăнать, Польша çĕрне тăшманран тасатнă çĕрте те пулать. Çĕнтерÿ кунне вăл Дани çĕршывĕн Бернхольм утравĕ çинче кĕтсе илет. Çулталăк хушши службăна унтах ирттерет. Салтак пурнăçĕ кунпах вĕçленмен-ха унăн. Вĕсене Польшăна куçараççĕ. Бендер ушкăнĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. Пĕр хаяр тытăçура чăваш каччине йывăр амантаççĕ. Ултă уйăх госпитальте сипленме тивнĕ унăн. 1947 çулта медицина тĕрĕслевĕн йышăнăвĕпе ăна 3-мĕш ушкăн инваличĕ тесе палăртаççĕ. Г.И.Пакрушов тăван яла таврăнать.

Геннадий Ивановича Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн чылай орден-медальпе чысланă.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтак малалла вĕренме шухăшлать. Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. 1950 çулта хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çав хулари учительсем хатĕрлекен института çул тытать. Вырăс чĕлхипе литература учителĕн дипломне алла илет, педагог ĕç стажне Елчĕк районĕнче пуçлать.

1954 çулта тăван тăрăха таврăнать. Хватукасси, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсенче ачасене вĕрентет. Çав хушăрах Чăваш патшалăх пединститутĕнче пĕлĕвне ÿстерет. 1960 çултан пуçласа 30 çул хушши пĕр улшăнмасăр тăван ялта – I Хурашашра учительте вăй хурать, ачасене вырăс чĕлхине, унăн культурине вĕрентет.

Педагогика ĕçĕнчи пултарулăхшăн Г.И.Пакрушова ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн тата РСФСР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята та тивĕçнĕ вăл. 1979 çулта çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсем панă.

83 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ пĕчченех пурăнать. Сăмах май, унăн мăшăрĕ, Антонина Ивановна, ĕмĕрĕ тăршшĕпех ялти фельдшер пулса ĕçленĕскер, çĕре кĕнĕ. Ачисем хулара çемье çавăрнă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика