Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чечексен вальсĕ» курав

11 апреля 2009 г.

Капăр та илĕртÿллĕ чĕрĕ чечексем çын кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ, кил-çурта çутă сăн кĕртме, пурнăçа илемлетме пулăшаççĕ. Çавăнпах-и, тен, пысăк уявсем çунса-тĕлкĕшсе тăракан чечек çыххисемсĕр иртмеççĕ. Район пуçлăхĕ А. Криков кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче кăларнă йышăнупа районта çак çула Чечексен çулталăкĕ тесе палăртни те кун-çул уттипе килĕшсе тăрать. Çакă вара ял, культура тата ытти отрасльсен ĕçченĕсем умне çутă тĕллевсем кăларса тăратнине палăртса хăвармалла.

Акă, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче Чечексен çулталăкне халалласа кăçал нумай мероприяти ирттерме йышăннă. Хальхи вăхăтра Сĕнтĕкçырминчи тĕслĕх библиотекăра «Чечексен вальсĕ» ятпа кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Елена Самсонова библиотекарь каласа панă тăрăх, курав тĕллевĕ – вулакансене пÿлĕмри, уй-хирти тата ытти çĕрте ÿсекен илемлĕ сăн кÿрекен чечексемпе паллаштарасси. Кунта килекенсем ятарлă кĕнекесемпе, журналсемпе, статьясемпе, ÿкерчĕксемпе паллашма пултараççĕ.

Ял тăрăхĕ çуркунне территоринчи обществăлла çурт-йĕр таврашĕнче, шкул картишĕсенче, ялсенче çынсем, ачасем пулăшнипе, нихçанхинчен ытларах йывăçсем, чечек-курăк лартса хăварма, клумбăсем тума тĕллев лартнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика