Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç тулли илемшĕн хамăр тăрăшар

18 марта 2009 г.

Тихăнушкăнь çырма-çатраллă вырăнта ларать. Вăрманти шывсем таврари çăл куçсемпе вăй илсе ял витĕрех юхса выртаççĕ. Çирĕккасси, Вăта çут, Лупашка, Тукас, Лешекки – çакăн пек ятсем панă ял урамĕсене пирĕн авалхи асаттесем.

Чăн та, халĕ вĕсене паянхи пурнăçран илнĕ çĕнĕ ятсемпе улăштарнă (Московская, им. Ленина, Коммунистическая, им. Николаева, Лесная).

Вăрманĕ вара çывăх, вăхăт пур – тух та ут – ан ÿркен. Хура Кĕсре лесничестви ертсе пынипе ял çыннисем кунта вуншар гектар йывăç лартса хăварнă, пăхса ÿстернĕ. Аякранах курăнса ларакан симĕс чăрăш-хырсем куçа илĕртеççĕ. Вăрманĕ те çапла тимленĕшĕн ырăпа тавăрать. Ĕмĕртенпех кунта кил-çурт лартма çăка, ăвăс, хурăн хатĕрленĕ. Вутă-шанкине те кунтанах турттарнă. Патшалăха валли утă хатĕрленĕшĕн çынсене процентпа курăкпа тивĕçтернĕ, кăмпа, çырла, йĕкел пуçтарнă. Çăка хуппи сÿсе мунчала янтланă... Юмантан та тымарĕсемпех йывăç кăмрăкĕ тăватчĕç, ăна Етĕрнепе Элĕк тăрăхĕсенчи тимĕрçĕсене сутнă.

Ял çыннисем вăрманта вуншар утар тытнă. Шел, халĕ колхоз утарне те салатрĕç. Юман клепкисенчен катка-пичке, урапа-çуна ăсталакансем пурччĕ.

Халĕ ĕмĕрхи çирĕп юмансем юлмарĕç. Ăна пĕтерме Çĕмĕрлери химкомбинат нумай «пулăшрĕ». Вакунĕ-вакунĕпе пĕчĕк пăравус "Кукушка" чупатчĕ. Çĕмĕрле станцине эпир те, вăрçă çулĕнче çуралнă ачасем, çырла сутма, йывăç тиенĕ вакунсем çине ларса, каяттăмăр. Сутнă укçипе çăкăр илсе таврăнаттăмăр.

Вăрманăн усси пысăк, пире вăл ăшăтнă, çитернĕ, хăйĕн хÿттине илнĕ. Эпир унăн пуянлăхĕпе, ырлăхĕпе пурăннă, сывланă.

Юлашки вăхăтра хуçалăх юхăнчĕ, уйсем çумланса кайрĕç. Вăрман енчен вĕрнĕ çил йывăç вăррисене пушă уйсене хăвалать, вĕçтерет, хунавĕ вара çитĕнет, сарăлать.

Асаттесем çырмасене йăмрасем лартма тăрăшнă. Çĕр, ик çĕр çулхи йăмрасем халĕ та сыхланса юлнă-ха. Чăваш ялне ахальтен мар йăмраллă ял тенĕ. Анчах йăмрасем ял хушшинче сахаллансах пыраççĕ. Электричество кĕртнĕ чух нумай касса пĕтертĕмĕр. Çырмасенче йывăç лартма ÿркенетпĕр. Çапах та çут çанталăк илемĕшĕн вăй хуракансем пур, вĕсем чăннипех тав сăмахне тивĕçлĕ. Уй-хир бригадирĕнче чылай хушă ĕçленĕ Николай Петрейкин пуçарнипе çĕр куçнă вырăна çырма тăрăх пин-пин хунав лартса хăварчĕç. Ватти те, çамрăкки те тăрăшса ĕçлерĕç. Халĕ пĕчĕк вăрман таврана илем кÿрет, ял çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра та ешĕл чăрăшсем чылай. Ялти çырма-çатрана çут çанталăк тусĕсем сахал мар йывăç лартса çитĕнтерчĕç. П.Праулов, Е.Ярдыванкин, В.Тимофеев, Г.Афоркин, З.Кириллова активлăх кăтартаççĕ. Иртнĕ çулсенче ялти икĕ пĕвене юшкăнран тасатса тирпейленĕ, çăл куçсене йĕркене кĕртнĕ, ку ĕç малалла пырать.

Район пуçлăхĕ А.И. Криков 2009 çула Чечексен çулталăкĕ тесе йышăну кăларчĕ. Апла пулсан, район территорийĕнче садсем ешерччĕр, анкартисенче çимĕç кÿрекен йывăçсем йышланччăр, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем хăйсен илемĕпе савăнтарччăр. "Ялти тухтăр çурчĕ тата клуб умĕнче чечек клумбисем пулаççех, илемлĕхшĕн пурин те тăрăшмалла. Çак ĕçе ялти çынсене явăçтаратпăр, – теççĕ О.Тумандейкина клуб администраторĕпе Л.Кокшейкина фельдшерица. – Кашни çын хăй пурăннă çурта, ĕç вырăнне, пахчана илемлетме вăй хутăр".

Çуркунне те çитрĕ. Юр ирĕлнипе хĕл каçипе пухăннă тасамарлăх, çÿп-çап купи куç умне тухать. Ку ĕçе те хамăрăнах тумалла, тасалăхпа тирпейлĕх тĕп вырăнта пулмалла. Çакă шухăшлаттарать. Пушă кĕленчесем, пылак шыв, минерал кĕленчисем ăçта кăна йăванса выртмаççĕ-ши; Ăна пухса тепĕр хут усă курма пулать вĕт-ха. Пуçарулăх кăна кирлĕ.

Кĕçех шăнкăрчсем тата ытти вĕçен кайăксем вĕçсе килĕç. Пирĕн вĕсене тивĕçлипе кĕтсе илмелле. Пахчари, урамри йывăçсем çине вĕллесем çакма манас мар. Кайăксем савăк юррисемпе савăнтарĕç, пахчари сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтерме пулăшĕç.

Эпир çамрăк чухне ăмăртса вĕллесем тунă. Çак ĕçе шкулта ĕç урокĕсенче пуçламалла, ачасене ĕçе хăнăхтармалла. Ялти урамсемпе иртсе çÿренĕ май, çав шутра шкулсем таврашĕнче те, шăнкăрч вĕллисем курăнмаççĕ. Хăвăл йывăç, чус таткисем тупма йывăр мар, тăрăшни кăна кирлĕ.

Хамăр пурăннă вырăнта йывăç-тĕм кашлатăр, ÿстĕр, тĕрлĕ тĕслĕ чечек ешертĕр, куç тулли илемпе савăнтартăр, тасалăхпа тирпейлĕх тĕп вырăнта пултăр, ял сăн-сăпачĕ, культура лайăхлантăр. Çапла хушать пире Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров. Вăл ялсемпе хуласене тĕрлĕ ыйтупа тухса çÿренĕ чухне тăван тавралăхшăн чунтан тăрăшмаллине, ĕçлемеллине аса илтерет.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика