Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх задачисене палăртнă

25 февраля 2009 г.

Февралĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче гражданла оборона енĕпе, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес тĕлĕшпе 2008 çулта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех 2009 çул валли задачăсем палăртнă.

Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Александр Криков, республикăри Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Виталий Петьков, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕ Александр Самылкин хутшăннă. Çавăн пекех канашлăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем, гражданла оборона енĕпе ĕçлекен вырăнти комиссисен председателĕсем, районти çăлав службин, предприятисен, учрежденисен, организацисен ертÿçисем пухăннă.

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Валентин Романов иртнĕ çул тунă ĕçсем çинче чарăнса тăнă, кăçалхи задачăсемпе паллаштарнă. Вăл çакна палăртнă: Раççей Федерацийĕн правительствин тата район пуçлăхĕн йышăнăвĕсене пурнăçласа районта чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес тĕлĕшпе ятарлă тытăм йĕркеленĕ. Вăл район администраци-территори пайланăвĕпе килĕшсе тăрать.

Штанаш ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕ Ираида Павлова, ЛТУ начальникĕ Владимир Михуткин, районти пушар хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Алексей Михатайкин, Хĕрлĕ Чутайри коммуналлă хуçалăх предприятийĕн специалисчĕ Илья Гаврилов хăйсен организацийĕсенче ку таранччен мĕн тунипе паллаштарнă, малашнехи задачăсем пирки каланă.

Хăйĕн калаçăвĕнче Виталий Петьков çакна палăртнă: юлашки вăхăтра районти аварипе çăлав служби лайăхрах ĕçлеме пуçланă. Çакна ятарлă вĕренĕвĕн командăпа штаб тренировкисем аван çирĕплетсе параççĕ. Пур ял тăрăхĕсенче те гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тĕлĕшпе кирлĕ база йĕркеленĕ. Ку енĕпе пур çĕрте те умра тăракан задачăсене ăнăçлă татса пама специалист-уполномаченнăйсене çирĕплетнĕ. Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ялсенче пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ытларах кĕрешмелле. Çавăн пекех çынсем шыва путса вилесрен хытă асăрханмалла, ку енĕпе тимлĕхе ÿстермелле.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика