24 января 2009 г.
Чылай чухне пушарсем хамăр айăпа пула тухаççĕ. Кил-çуртри электропралуксен, кăмака мăрйисен юсавлăхĕ пирки шухăшласах каймастпăр.
Чылай чухне пушарсем хамăр айăпа пула тухаççĕ. Кил-çуртри электропралуксен, кăмака мăрйисен юсавлăхĕ пирки шухăшласах каймастпăр. Акă, январĕн 20-мĕшĕнче, каçпа 10 сехетре, Тракушкăнь ялĕнчи М.Ф.Сатлайкин хуçалăхĕнче пулнă инкек те çакна çирĕплетет. Кил хуçи пĕччен пурăннă-тăр, хĕле хирĕç кăмака мăрйине юсаман, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнман. Хăй эрех ĕçме юратнă. Тимсĕрлĕх вара каçармасть – «хĕрлĕ автан» хăй ĕçне тунă. Çав каç 57 çулхи арçын кил-çуртсăр тăрса юлнă. Ял çыннисем тата пушар машинисем вăхăтра пулăшу панăран вут-çулăма ытти хуралтăсем çине куçма паман.
Пушар хуçалăха 50 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"