17 января 2009 г.
Çĕн Атикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пултаруллă та талантлă ачасем сахал мар. 2 чĕрĕк кăна вĕçленчĕ-ха, анчах та чылай ĕç тума ĕлкĕрнĕ: шкул тата район олимпиадисем, экскурсисемпе походсем, тĕл пулу каçĕсемпе концертсем, спорт ăмăртăвĕсем.
8-9-мĕш классенче вĕренекенсем вырăс поэзийĕн классикĕ А.С.Пушкин пурăннă вырăна – Чул хула облаçĕнчи Болдинона кайса курчĕç. 10 «б» класс вĕренекенĕсем наркотика хирĕçле акцие хутшăнчĕç. Ку шкулта спортсменсем те сахал мар. Шашкăпа шахмат вăййисене хутшăнса республика шайĕнче Петя Майоров 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, теннис вăййине хутшăнса Саша Иванов районта 2-мĕш вырăн йышăннă, чупас енĕпе Евгений Сидоров районта яланах 1-мĕш е 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çĕн Атикасси шкулĕ районти спорт мероприятийĕсене хутшăнса яланах малти вырăнсене йышăнса хисеп хучĕсемпе таврăннă.
Çавăн пекех республикăри тата районти олимпиадăсене хутшăнма та тивĕçлĕ пулчĕç кунти вĕренекенсем.
Акă, Саша Ионов астрономипе 1-мĕш вырăн, Алена Зотова математикăпа тата химипе – 1-мĕш вырăн, Сергей Париков химипе 1-мĕш вырăн йышăннă.
Ку шкулта час-часах интереслĕ тĕл пулусем иртеççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем интереслĕ те кăсăклă тĕл пулăва аса илеççĕ. Ял хуçалăх институтĕнче 4 курсра вĕренекен Оксана Чертова студент Америкăра пулса курни çинчен, унти студентсен пурнăçĕ çинчен асра юлмалла каласа кăтартрĕ.
Калас пулать, акăлчан чĕлхипе республикăри «Бульдог» вăйă-конкурса чылай ача хавхалансах хутшăнчĕ. Кăçал пулса иртекен «Кенгуру» (математикăпа) тата «Чĕвĕлти чĕкеç» (чăваш чĕлхипе) конкурссене те хутшăнас шухăшлă вĕренекенсем.
Çемье çулĕнче çемьесем хушшинче иртекен конкурссене хутшăннă вĕренекенсем те пур çак шкулта. 9-мĕш класра вĕренекен Руслан Алексеев «Чăваш çĕрĕн ăстаçи» темăпа реферат хатĕрлесе конкурса хутшăнса республикăра 1-мĕш вырăн йышăннă.
Асра юлмалли самантсем, кăмăллă тĕл пулусем, хумхануллă мероприятисем парнелерĕ Йĕке хÿре çулĕ Çĕн Атикасси шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсене. Вăкăр çулĕ вара тата ăнăçлăрах, телейлĕрех пуласса шанаççĕ çĕнатикассисем.
Источник: "Пирěн пурнăç"