Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура тăпра сĕткенĕпе

14 января 2009 г.

Паян чуна çывăх тăван тавралăх лăпкăн тĕлĕрет.

Çĕр-анне, пире ырлăх-пурлăх паракан, юр-варпа, кĕпе-тумтирпе тивĕçтерсе тăракан çĕр-анне çу кунĕсем валли вăй-хал пухать. Иван Никифорович Никифоров, Тури Çĕрпÿкасси ял çынни, кашнинчех уй-хире тухсан чĕри кăлт-кăлт тапнине, чунĕ тулли хăватпа тулнине туять. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн колхоз председателĕнче ĕçленĕскер, тăван тăрăх хăйĕн пархатарĕпе савăнтарнине лайăх пĕлет.

Унăн ачалăхĕ вăрçă вут-çулăмĕ алхаснипе пĕр килнĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапăннă çулхине ашшĕ, Никифор Аксенович, тăван килтех çĕре кĕнĕ. Сăмах май, вăл Иваново тăрăхĕнчи вырăс пулнă. Ял-ял тăрăх тир туса çÿренĕ. Иван шăпах 1941 çулта ялти пуçламăш шкулăн пĕрремĕш класне кайнă. Çирĕм пиллĕкĕн пулнă вĕсем, вĕренекенсем. Шел, çав йышран саккăрăшĕ çеç çичĕ çул вĕренсе пĕтернĕ. Тăваттăшĕ вара вăтам шкултан аттестат илсе тухнă.

– Тăван çĕре юрат, ачам, – тенĕ ашшĕ вилес умĕн ăна ăшшăн çупăрласа. – Ăна хисепле, вăл сана хăйĕн пархатарĕпе савăнтарĕ.

Çурма тăлăх ача амăшĕпе, Мария Яковлевнапа кăна ÿссе çитĕннĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннă вăхăтсем, кĕнеке-тетрадьсĕр ларнă самантсем, юман çăпанĕнчен чернил туса хатĕрлени халĕ те асрах. Çăпата хуçса Выл Пасарне кайса сутни, çав укçапа кĕнеке-тетрадь туянни... Тури Çĕрпÿкассинчен вун икĕ çухрăмри Штанашри вăтам шкула çăпата сырса çÿрени... Çаксем пурте ас илсен паян чĕрене йĕппе тирнĕ пек ыраттараççĕ. Çапах пуçа усман, йывăрлăха парăнман. Çавăнпа çын пулнă, халăх ретне тăнă!

Пурнăçăн анлă çулĕ Иван Никифоровича пĕр вăхăтра Мускав облаçне те илсе çитернĕ. Унта вăл стройкăра арматурщик пулнă. Анчах тăван çĕр туртăмĕ ăна хăй çуралса çунат сарнă ялах таврăнма хистенĕ. Колхозник, комсомол ĕçченĕ, "Путь Ленина" колхоз председателĕ, Тури Çĕрпÿкасси ял Канаш ĕçтăвкомĕн председателĕ, парти райкомĕн ĕçченĕ, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри партком секретарĕ... Пур çĕрте те чуна парса тăрăшнă, вăй-халне шеллемен. Асăрханă çакна района ертсе пыракансем, ăна "Марксист" колхоз председателĕ пулма сĕннĕ. Тăхăр çул унта хуçалăх тилхепине алăран вĕçертмен. 1990 çулхи февраль уйăхĕнче "Свобода" колхоза ертсе пыма пуçланă.

– Тÿрех каламалла, – аса илет халĕ иртнине Иван Никифорович, – ун чухне çак икĕ яла пĕрлештерекен хуçалăх ура çине тăрасси пирки шухăшлама та хăрамаллаччĕ. Ĕне вити пурччĕ кунта, ячĕшĕн машина-трактор паркĕ... Урăх нимĕнле çурт-йĕр те çукчĕ.

Председатель халăх кăмăлне çавăрма пултарнă. Çынсем пĕрлешÿллĕ вăйпа мĕн тери пысăк ĕç тума май пуррине аван чухласа илнĕ. Паллах, ĕçе аван пĕлнине, хура тăпра сĕткенĕпе вăй илсе çитĕннине шута илсе хуçалăх тилхепине хăйне шанса пани те хавхалантарнă Иван Никифоровича. Вăл çапла шухăшланă: çынсене кашни пуса шута илме, унпа типтерлĕ усă курма вĕрентмелле. Фермăри ĕç технологине, çĕрĕç культурине лайăхлатмалла, çынсен кăмăл-туйăмне улăштармалла, вĕсем ĕç çине пăхассине çĕнетмелле.

Паллах, кирек камшăн та вăрттăнлăх мар: пĕтĕм пуянлăха çĕр парать, çынсен яваплăхĕнчен те нумай килет. Иван Никифорович председательте ĕçленĕ çулсенче темиçе хут та Анат Çĕрпÿкасси тăрăхĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Çу кунĕсенче уй-хире тухсан чун савăнатчĕ. Акă, çулăн икĕ айккипе – ешĕл хÿме, пĕр енче – ыраш, ăрша çĕкленес вăхăт. Тепĕр енче çурхи тулă пуç чăмăртать. Хир тăрăх тинĕс хумĕ чупать. Леререх пăрçа, çеçке çурасшăн. Кăшман, çĕр улми пуссисенче ретсем çип çапнă пек. Çакă халĕ те куç умĕнчех-ха.

Хуçалăх 1992 çулта гектар пуçне 37 центнер тĕш-тырă пухса илнĕччĕ. Ку вăл районта иккĕмĕш вырăна тухнине пĕлтерет. Çĕр улми туса илессипе вара ытти хуçалăхсем анатçĕрпÿкассисене çитеймерĕç.

100 гектар çĕр пуçне аш-какай хатĕрлессипе – пĕрремĕш, сĕтпе иккĕмĕш пулчĕç.

1995 çулта Иван Никифорович тăван ялĕнчи "Аккозинский" колхоза ертсе пыма тытăнчĕ. Тепĕр çулхинех туриçĕрпÿкассисем кашни гектартан 36 центнер тĕш тырă пухса кĕртсе районта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. 1997 çулта ял хуçалăх культурисен тухăçĕ татах пысăкрах пулчĕ – 42, 4 центнер. Çав çулхинех хуçалăх çĕр улми туса илессипе, 100 гектар çĕр пуçне сĕт тата аш-какай хатĕрлессипе пĕрремĕш вырăнсене тухрĕ. "Свобода" тата "Аккозинский" хуçалăхсем Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн Дипломĕсене тивĕçнĕ тата çак колхозсене вăл 3 трактор парнеленĕ. 1996 çулта Николай Васильевич "Аккозинский" ял хуçалăх кооперативне хăй çитсе курнă, Иван Никифоровича трактор ключне алăран тыттарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, И.Никифоров ертсе пынă çулсенче маларах асăннă хуçалăхсем районта кăна мар, республикăра та малта пыратчĕç. Ăна «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс турĕç.

Нумаях пулмасть Иван Никифоровичпа курнăçма тÿр килчĕ.

– "Свобода" колхозра хăмла лаптăкĕ 14 гектара çитнĕччĕ, – терĕ вăл. – Çакă пĕчĕк кăна хуçалăхшăн сахал мар. Сăмах май, усă курмалли 100 гектар çĕр пуçне вăл çав вăхăтра кÿршĕри Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхозринчен те нумайрахчĕ. 1992 çулта хăмла тухăçĕпе чăннипех савăнтарчĕ. Колхозниксем ăна гектартан 17 центнер пухса илсе республикăра пĕрремĕш вырăна тухрĕç. "Симĕс ылтăна" çулленех хаклă хакпа сутаттăмăр. Сăмахран, Вăрнарти хăмла йышăнакан пункт килограмшăн 250 тенкĕ тÿлетчĕ. Эпир ăна урăх çĕре икĕ хут хаклăрахпа ăсататтăмăр. Хăмларан илнĕ тупăш кăна 24 миллион тенкĕ таран пухăнатчĕ.

Пысăк юхан шыв пĕчĕк çăл куçран пуçланать. Çакна питĕ аван пĕлнĕ Иван Никифорович. Акă, тыр-пул тухăçĕ аван тейĕпĕр. Анчах кунпах лăпланмасть-ха вăл. Вăрлăхлăх культурăсем ытларах хатĕрлеме шухăшлать. Сортировкине те, сушилкине те Геннадий Крнаков машинист тухăçлă ĕçлеттерет. Колхоз пысăк пахалăхлă вăрлăх сутса каллех тупăш илет. Çакна калани те вырăнлă. Иван Никифорович ĕçленĕ çулсенче хуçалăх кассинчен укçа-тенкĕ татăлман, пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушса пынипе пухăннă пуянлăх.

– Коммерци ĕçĕ пысăк тупăш паратчĕ, – малалла калаçрĕ Иван Никифорович. – Сăмахран, колхоз çулленех Чулхулари, Мускаври автозаводсене ĕçлеме çынсем яратчĕ. Çавăншăн йÿнĕрех хакпа автомашинăсем илсе килеттĕмĕр. Паллах, вĕсене хаклăрахпа сутма тăрăшаттăмăр. Эпир Волгоград облаçне, Мордва республикине, Чулхула облаçне, Шупашкарпа Чĕмпĕре çулленех автомашинăсем сутаттăмăр. Кунсăр пуçне çăнăх, люцерна вăрлăхĕ, капрон çип, обойсем, çурхи культурăсен вăрлăхĕсем мĕн чухлĕ сутман-ши тата;

Пĕтĕм ĕçе тăр-пĕччен тума çук ĕнтĕ. Председательте ĕçленĕ çулсенче Иван Никифорович специалистсене шанма хăнăхнă. Вĕсем пулăшнипе, халăх тăрăшнипе Анат Çĕрпÿкассинче ĕне ферми, выльăх пăхакансен çурчĕ, пăру вити, механизациленĕ йĕтем, тырă склачĕ, хăмла комплексĕ, утă хранилищи, техника мастерскойĕ, пилорама, арман, фельдшер пункчĕ, лавкка, тăватă çухрăм тăршшĕ автоçул хута янă, Анат Çĕрпÿкассипе Акташ ялĕсене "кăвак çулăм" çитернĕ. Кураккассипе Анат Çĕрпÿкасси хушшинчи çырмана пĕвелесе плотина тунă. Тăван ялта вара механизациленĕ икĕ арман, фельдшер пункчĕ, ял хуçалăх кооперативĕн администраци çуртне ĕçе кĕртнĕ. Яла газ кĕртсе çитернĕ.

– Колхоз тилхепине тытса пырасси, паллах, çăмăл мар, – тет Иван Никифорович. – Председательте ĕçленĕ çулсенче ăçта кăна çитмен пулĕ эпĕ; Çапах канмалли кунсем-мĕнсем тупăнсан яланах сад-пахчара ĕçленĕ. Улмуççи лартса чĕртесси, тĕрлĕ сортлă çимĕç ÿстересси маншăн темрен те хаклă. Эпĕ хăй вăхăтĕнче биологи учителĕн дипломне илнĕ-çке. Çавăнпа тăван çĕр çинче тăрмашма юрататăп.

Кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнче Иван Никифорович Никифоров 75 çул тултарчĕ. Пăхатăн та ун çине вăл 8 теçеткене пайлакан çын пек туйăнмасть. Хресчен ĕçĕ пиçĕхтернĕ çав ăна, вăй-хал панă. Çавăнпа çирĕплĕхĕ, хастарлăхĕпе пултарулăхĕ иксĕлми. 36 çул хушши вăл район депутачĕ. Малашне те халăхпа тачă çыхăнса, унпа пĕр шухăшлă пулса умри тĕллевсене татса панă чухне вăй-хала шеллемесĕр ĕçлессе шанас килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика