Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарта çын пурнăçĕ татăлнă

17 декабря 2008 г.

Çулталăк пуçланнăранпа (декабрĕн 16-мĕшĕ тĕлне) район территорийĕнче 35 хутчен «хĕрлĕ автан» авăтнă, пĕлтĕр çак тапхăрта 36 пушар пулнă.

Вутра 4 çын вилнĕ. Акă, декабрĕн 3-мĕшĕнче Тракушкăнь ялĕнче пысăк инкек пулнă – пушарта 1930 çулта çуралнă Зоя Афанасьевна Сундрякован пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Сăмах май, кил хуçи хĕрарăмĕ пĕчченех пурăннă, эрех-сăрапа аташман. Анчах çав кун 10 сехетре ун хуçалăхĕнче пушар тухнă – пÿрт ăшчикки çунма пуçланă, вут-çулăмра кинемей те вилнĕ. Экспертсем пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ.

Ялсенче пĕччен пурăнакан çынсен йышĕ ÿсет. Çавăнпа кÿршĕсен ун йышшисене асăрхаса тăрсан аван пулмалла. Çакă та пире инкекрен хăтарĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика