02 декабря 2008 г.
II Хурашаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Ефим Феофанович Захаровăн вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех хаяр çапăçусене хутшăнма тивнĕ.
Вăл 1940 çулта çар ретне тăнă, Ленинград хулинчи инженерипе строительнăй полкра службăна ирттернĕ. Вăрçă пуçлансан салтаксене киле ямасăрах фронта илсе кайнă. Ефим Феофановичăн та шăпи çапла килнĕ.
– Вăрçăри çапăçусем çинчен каласа парса халĕ никама та тĕлĕнтереймĕн. Унти вут-çулăмлă кунсем пирки çĕршер кĕнеке çырнă, тĕрлĕ кинофильмсем ÿкернĕ. Анчах хам тÿссе ирттернĕ вăрçă хирĕнчи самантсем халĕ те куç умĕнчех. Нимĕç самолечĕсем пирĕн полк çине вĕçĕ-хĕррисĕр бомба тăкнине, çамрăк салтаксем çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунине манма йывăр. Этем мар, кăпшанкă та чĕррĕн юлма пултарайман. Çапах та совет салтакĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ турĕçех, – терĕ вăрçă инваличĕ.
Е.Ф.Захаров тĕрлĕ хуласене тăшманран ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă, паттăрлăх кăтартнă. 1944 çулта вăрçă суранĕсене, чир-чĕре пула, салтакăн сывлăхĕ самаях хавшанă. Вăл госпитальте чылай выртнă, унтан тăван киле таврăннă. Аслă çĕнтерĕве салтак кил-йышпа кĕтсе илнĕ.
Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Ефим Феофанович Отечественнăй вăрçă орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ.
Çулсем шăваççĕ. Ефим Феофанович та 89 çула пусрĕ. Паттăр салтаксене хаяр çапăçусенче çĕнтерÿ тунă ятпа РФ Правительстви çăмăл автомашинăсемпе чыслама йышăннă. Çак хаклă парнене Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн Е. Ф. Захаров та тивĕçрĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"