Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв сăмахĕ – тав сăмахĕ

08 ноября 2008 г.

Районти ял ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тунă кун çанталăк хĕвеллĕ те уяр тăчĕ. Ĕç çинче çумăрпа тарăхнă хресченсен пит-куçĕнче савăнăç шевли çиçсе выляни палăрчĕ. Кĕр мăнтăрĕ вăл çапла кашнинчех чун-чĕрере хĕпĕртÿ туйăмĕ çуратать. Ара, тар тăкни, пилĕк авни пысăк тухăçа çаврăнса халăх ырлăх-пурлăхĕ пулса тăрать-çке. Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ ял хуçалăх куравĕ çакна питĕ лайăх çирĕплетсе пачĕ. Кунта пĕлмелли, тĕлĕнмелли, ăмсанмалли пайтах иккен.

Акă, кăçал кашни гектартан тыр-пул пухса илессипе «Коминтерн» ЯХПК пысăк ÿсĕм турĕ. Атнарсем вăрăм пучахлă, тулли тĕшĕллĕ ылтăн тырă ÿстернĕ. Тĕслĕхрен, «Безенчукская-380» кĕрхи тулă 80 гектар пулнă, ăна гектар пуçне 35, 5 центнер пухса кĕртнĕ. «Эльф» урпа тухăçĕ – 33, 9-шер центнер. Унăн лаптăкĕ 130 гектар йышăннă. Çавăн пекех «Улов» сĕлĕ 29, 6 центнер, «Адамо» сĕлĕ 27, 2 центнер тухăç панă. 60 гектар çинчи «РОС – 209» сортлă кукуруза 200 центнера яхăн тухнă. Выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи те çитĕнтернĕ, ăна 50 гектар çинчен 19, 7-шер центнер пухса илнĕ.

«Нива» хуçалăхра та вăйлă тыр-пулшăн кĕрешĕве анлă сарса янине палăртса хăвармалла. Тралькассисем курава «Московская-39» кĕрхи тулă кĕлти тăратнă. 275 гектар çинче ÿстернĕскер, кашни гектарĕ 26, 4 центнер тухăç панă. Çак культурăна акнă чух вăрлăхпа пĕрле тăпрана минерал удобренийĕ варăнтарса хăварнă. Шăтса тухса вăйлансан хими им-çамĕ сапса çум курăксене пĕтернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçлесе пынă. «Мочковашский» фермер хуçалăхĕн экспонатне ĕненес пулсан, унта кăçал ултă ретлĕ урпа 21 гектар ÿстернĕ. Гектар тухăçĕ 35 центнерпа танлашнă.

Кăçал районĕпе пурĕ 12295 тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Çĕр ĕçĕнче 72 культиваторпа, 66 сеялкăпа, 137 тракторпа, 63 автомашинăпа, курăк çулмалли 15 комбайнпа, тĕш тырă пухса кĕртмелли 40 ытла комбайнпа усă курнă. Ку таранччен çур акинче усă курмалли 7839 центнер вăрлăх пахалăхне тĕрĕсленĕ. Унăн 60 проценчĕ кондициллĕ. «Авангард», «Нива», «Асамат» хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисем 100 проценчĕпех акма юрăхлă. Çакна вăрлăх пахалăхне кăтартакан таблицăпа паллашсан пĕлетĕн.

Куравра ял çыннисем хăйсен хушма хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕç те чылай. Акă, «Коминтерн» ЯХПК механизаторĕ Николай Степанов анкартийĕнче ÿснĕ кавăн. Пысăк вăл, йывăр. Атнар тăрăхĕнчи Аркадий Туйманкинăн выльăх кăшманĕ ăнса пулнă. 5 сотăй çинче ÿстернĕ çимĕç трактор прицепĕ çине вырнаçайман. Туктамăшри П.Родионовăн «Харьковский зимний» купăста ăнса пулнă, пуçĕсем шултра, хытă. Тури Çĕрпÿкассинче пурăнакан Иван Никифоров ĕмĕрĕпех çĕр ĕçĕнче. Вăл анкартинче 11 тĕрлĕ çĕр улми çитĕнтернĕ. «Новая», «Снегирь», «Белгорка», «Удача», «Жуковский ранний», «Луговской» сортсем гектар пуçне 200-250 центнер ытла тухăç параççĕ-мĕн.

Курава хутшăннă ял тăрăхĕсен ĕçĕсене ятарлă комисси пăхса тухса хакларĕ. Кунта Атнар ял тăрăхĕ çĕнтернине палăртрĕç, укçан преми парса хавхалантарчĕç.

Сцена çине район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкин хăпарчĕ, уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

– Паянхи уява ялта пурăнакансем пурте кĕтеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем, шкулта вĕренекенсем, ветерансем, ыттисем те ял хуçалăх производствине активлă хутшăнаççĕ-çке. Паян çак пысăк зала малта пыракансем пухăнчĕç. Сире, хаклă çыннăмăрсем, ял хуçалăх тата ĕçлесе хатĕрлекен промышленность ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатăп.

Кăçалхи тăхăр уйăхра, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, хуçалăхсенче ял хуçалăх производствин калăпăшĕн индексĕ 101 процент ÿснĕ. Январь-сентябрь уйăхĕсенче пурĕ 565, 3 тонна аш-какай, 4078, 6 тонна сĕт туса илнĕ. «Коминтерн», «Авангард», «Свобода», «Нива», «Мочковашский», «Победа» хуçалăхсем сĕт сăвассине ÿстернĕ. Кашни ĕне пуçне районĕпе 2610 килограмм сĕт илнĕ. Самăртма хупнă сыснасем талăкра вăтамран 379-шар грамм, ĕне выльăхсем 502-шер грамм ÿт хушса пынă.

Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе «Свобода» колхоз малта – 3847 килограмм. «Коминтерн» хуçалăхра кăтарту 3336 килогрампа, Никитин фермер хуçалăхĕнче 3570 килогрампа танлашать. «Нива», «Свобода», В.Никитин фермер хуçалăхĕ аш-какай туса илессин калăпăшне тата ĕне выльăх йышне, «Коминтерн» кооператив сысна какайĕ хатĕрлессине тата ĕне выльăхпа сысна хисепне ÿстернĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма 3167 тонна утă, 6290 тонна сенаж, 1200 тонна тырă сенажĕ, 9364 тонна силос, 2460 тонна улăм, 120 тонна тымар-çимĕç, 4700 тонна фураж хатĕрлесе хăварнă. Ку вăл 10958 тонна апат единиципе е кашни условнăй выльăх пуçне 26 центнер апат единиципе танлашать. Уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсем тата лайăхрах. «Свобода» 42 центнер, «Аккозинский» – 37, 8, «Победа» – 28, 9, В.Никитин фермер хуçалăхĕ 27 центнер апат единици янтланă. Районăн вăтам кăтартăвĕнчен «Путь Ильичапа» «Асамат» кăна сахалрах выльăх апачĕ хатĕрленĕ.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа хресчен хăйне патшалăх пулăшнине туйма пуçларĕ. Акă, района федераллă бюджетран 11, 6 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 6 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Çавăн пекех ял хуçалăх продукчĕсем туса илес ĕçре вырăнти бюджетри укçа-тенкĕпе те туллин усă курнă.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ виçĕ тĕп çул-йĕрпе пурнăçа кĕрсе пырать. Унăн тĕллевĕ – выльăх-чĕрлĕхе аталантарассине хăвăртлатасси, агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ формăпа ĕçлекенсене хавхалантарассине лайăхлатасси, çамрăк специалистсене, çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Çапла вара çăмăллатнă кредитсемпе усă курасси сарăлса пырать. Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетме, çĕнĕрен тума, ял хуçалăх техникине туянма проект ĕçлеме пуçланăранпа 38, 769 миллион тенкĕпе усă курнă. Кăçал кăна «Нива» хуçалăх çĕнĕ техника туянма 3 миллион тенкĕ, В.Никитин фермер хуçалăхĕ 1, 2 миллион тенкĕ тăкакланă.

Çавăн пекех «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме районти 1408 граждан хутшăннă. Уйрăм хуçалăх тытакансен хисепĕ кăçал кăна 300 çын чухлĕ ÿснĕ.

Кун пеккисем пурĕ 110 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарни ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине ÿстерме май парать. Продукцие сутассине, уйрăм çынсене пурлăхпа тата техникăпа пулăшассине лайăхлатас тĕллевпе районта 9 ял хуçалăх кооперативĕ йĕркеленĕччĕ. Шел пулин те, вĕсен пуçарулăхĕ пĕчĕккине, сĕт тата аш-какай пуçтарас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине асăнмалла. Паянхи куна та Ачкасси, Тралькасси, Кив Атикасси, Штанаш, Пантьăк ял тăрăхĕсенче кооперативсем туса хуман.

Çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту та çивĕч тăрать. Хальлĕхе районта çамрăк специалистсем питĕ сахал. Çакна шута илсе кăçал 15 çамрăк çемьене çурт-йĕр çавăрнă чухне пулăшу пама йышăннă.

Кашни гектар 19 центнер ытла тухăç пачĕ. Шел, ял хуçалăх предприятийĕсем палăртнă чухлĕ тыр-пул пухса кĕртеймерĕç. Çанталăкăн пĕр пек условийĕсенчех «Коминтерн» хуçалăх гектар пуçне 29, 7 центнер, «Свобода» – 25, 2, «Нива» 23, 3 центнер тĕш-тырă пуçтарса илчĕç. Асăннă хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене тата тыр-пул пухса кĕртессине агротехникăлла лайăх сроксенче ирттереççĕ. Çапах та çитĕнÿ технологие çирĕп пăхăннипе пĕрлех çынсем ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынинчен те нумай килет. Механизаторсем техникăна пахалăхлă юсани, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тĕрĕс усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлса пыракансем вара ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме те, ĕçшĕн тивĕçлипе тÿлеме те тăрăшмаççĕ.

Кăçал халиччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес тĕлĕшпе япăх мар ĕçленĕ. «Свобода», «Дар-Бройлер», «Нива» тата В.Никитин фермер хуçалăхĕ кĕр тыррисем ыттисенчен ытларах акса хăварнă. Пĕтĕмĕшле, кăçал кĕрхи культурăсене пĕлтĕрхинчен 22 процент нумайрах акнă.

Районта энерги ресурсĕсене перекетлеме май паракан хальхи технологипе усă куракан ял хуçалăх предприятийĕсен шучĕ ÿсет. Çак меслетпе ĕçленĕ вăхăтра çурхи культурăсене акса ÿстерме пĕр гектар пуçне вăтăр литр топливо каять. Ку вăл продукци туса илес ĕçре йăлана кĕнĕ технологипе усă курнинчен 2-3 хут сахалрах.

Укçа-тенкĕ сахаллине кура машина-трактор паркĕсене çĕнетме лизинг майĕпе тата çăмăллатнă кредитпа усă кураççĕ. Кăçал 27 единица ял хуçалăх техники илсе килнĕ, пурĕ 24 миллион тенкĕлĕх. Ку паллах, çителĕксĕр.

Ял хуçалăх производствине аталантарса пыма квалификациллĕ кадрсем кирлĕ. Аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ специалистсен усси пысăк. Акă, 2002 çулта пирĕн районтан 40 çын ял хуçалăх академине, 17 çамрăк техникумсене вĕренме кĕнĕ. Кăçал вара направленипе 2 çамрăк кăна вĕренме кайнă. Çакна та каласа хăвармалла. 2008 çулта Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен 9 çын вĕренсе тухнă, района пĕр специалист таврăннă. Ял хуçалăх кадрĕсем сахаллине шута илсе район пуçлăхĕ çамрăк специалистсем çинчен положени çирĕплетнĕ. Ун валли вырăнти бюджетран 50 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Ĕç паракана вара 10 пин тенкĕрен кая мар тÿлеме хушса хăварнă. Çавăн пекех çурт-йĕр çавăрма е туянма çăмăллăхсем параççĕ.

Уява хăнасем йышлă килсе çитнĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин представителĕ, патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн начальникĕ Владимир Дмитриев, Шупашкарти «Чавал» ентешлĕх ертÿçи Петр Ивантаев, «Ядринмолоко» обществăн менеджерĕ Валерий Иванов, Муркаш район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Владислав Ананьев, Чул хула облаçĕн Пильна район администрацийĕн представителĕ Евгений Гагин, «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрикин инвесторĕ Николай Иванов тата ыттисем те уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче малта пыракансене ăшшăн саламласа Дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Ял ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ Штанашри тата Хĕрлĕ Чутайри пултарулăх ăстисен концерчĕпе вĕçленчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика