29 октября 2008 г.
Октябрĕн 24-мĕшĕнче района ĕçлĕ визитпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ килсе çитрĕç. Депутатсем район пуçлăхĕпе А.И.Криковпа пĕрле Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Мăн Этмен, Хусанушкăнь шкулĕсенче пулчĕç.
Республикăри шкулсенче «Вĕренÿ» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе мĕнле çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем пулнипе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те кăсăклансах тăраççĕ. Ĕçлĕ визитпа районта пулнă май, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, Культурăпа вĕрентÿÿ, ăслăлăх, наци тата çамрăксен политикин комитечĕн ертÿçи В.П.Мидуков, вĕсен йышĕнче комитетăн ытти членĕсем те, районта çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парасси мĕнле шайра пулнипе тĕплĕн паллашрĕç, ачасемпе тĕл пулса калаçрĕç, ырă улшăнусене палăртрĕç.
Вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхĕпе паллашасси Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчен пуçланчĕ. Вĕренекенсем хăнасене чăвашсен ырă йăли-йĕркипе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, унтан ачасем шкулăн кĕске историне, унăн ÿсĕмĕсем çинчен каласа пачĕç.
Паллашу шкул столовăйĕнчен пуçланчĕ. Паян кунта куллен 627 ача апатланать, апат хакĕ кунне 15-20 тенкĕпе танлашать. Пĕчĕк тупăшлă çемьери ачасем – ун пекки пурĕ 20 ача – тÿлевсĕр апатланаççĕ. Владимир Петрович кухньăна çĕнĕ оборудованипе пуянлатнине ырларĕ, шкул столовăйĕ тивĕçлĕ шайра ĕçленине палăртрĕ. Унтан депутатсем спортзала çитрĕç, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли спорт инвентарĕсемпе интересленчĕç. Шел те, вĕренекенсем валли хĕллехи вăхăтра ярăнма йĕлтĕрсем питĕ сахал. Экскурсие малалла тăснă май, ушкăн информатика кабинетĕнче пулчĕ, вĕренекенсем интерактивлă доскапа усă курнин пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕç. Вырăс чĕлхи, биологи, хими кабинечĕсенче те пĕлÿ парассине çĕнĕ технологипе йĕркеленине ырларĕç, педагогсем компьютер пĕлĕвне алла илсе пынишĕн мухтарĕç. Пуçламăш класс кабинечĕсене те çитсе курчĕç. Пĕчĕк шăпăрлансем шкула кăмăлпа çÿренине, вĕренме килĕштернине пĕлтерчĕç. Библиотекăри кĕнеке фончĕпе те интересленчĕç хăнасем.
Шкулта 2004 çултанпа «Çут çанталăк тата экологи» музей ĕçлет. Ун ĕçне РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ Е.Н.Орлова учитель йĕркелесе ертсе пырать. Кунта биологи урокĕсем час-часах иртеççĕ, кĕçĕннисем экскурсие çÿреççĕ. Хăнасем музей ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç, кунта вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме пуян материал чылай пулнине каларĕç.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕсемпе тата вĕренекенĕсемпе тĕл пулса калаçнă май, депутатсем педагогсем вĕрентÿ ĕçне тĕплĕн шухăшласа йĕркелесе пынине палăртрĕç, наци проекчĕпе усă курса кабинетсене çĕнетсе лайăхлатса пынине ырларĕç. Çакăнтах В.П.Мидуков 2010 çулта шкул çумне çĕнĕ корпус çĕклеме палăртнине, ун валли республика бюджетне çителĕклĕ укçа-тенкĕ (75 миллион) хывнине пĕлтерчĕ.
Малалла депутатсем ушкăнсем çине пайланчĕç: пĕрисем Мăн Этменти база шкулне çул тытрĕç, А.И.Криков ертсе пыракан ушкăн Питĕркассинче пулчĕ, Т.И.Романова депутат вара Хусанушкăнь шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турĕ.
В.П.Мидуков Мăн Этмен вăтам шкулĕн вĕрентÿ ĕçне тишкерчĕ. Сăмах май, кунта ачасене ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн пурĕ 32 учитель тăрăшать, вĕсенчен виççĕшĕ – З.Г.Полозина, Н.И.Полозин, Н.В.Ермолаева – РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илме пултарнă. Наци проекчĕ шкулăн пурлăх никĕсне пуянлатма çул уçса панă. Шкулта вĕренекенсем уроксене компьютер технологийĕсемпе усă курса хатĕрленеççĕ, шкулăн хăйĕн сайчĕ те пур, Интернетпа та çыхăннă вăл. Шкулта 2 интерактивлă доска, кабинетсене çĕнĕ оборудованисемпе пуянлатса пыраççĕ. База шкулĕ пулнă май, шкул автобусĕсем вĕренекенсене 28 ялтан турттараççĕ. Депутатсем вĕрентÿ процесĕпе паллашнă май, кунти ачасемпе аслисем хушшинчи ырă хутшăнăва, учительсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине, ачасем чăвашла хитре калаçнине курса ырларĕç. Юлашкинчен хăнасем мăнэтменсем çĕнĕ технологипе усă курса пуçаруллă ĕçленине палăртрĕç.
Кăнтăр иртсен ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата ЧР Вĕрентÿ министрĕн çумĕ, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем пĕтĕмлетĕве пухăнчĕç. Ăна В.П.Мидуков ертсе пычĕ.
Чи малтанах райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева районти шкулсенче наци проекчĕпе усă курса вĕрентÿ шайне мĕнле йĕркеленипе кĕскен паллаштарчĕ, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене асăнчĕ. Вăл мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă вĕрентÿ отличникĕсем район пуçлăхĕн А.И.Криковăн тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.В.Маловăн премийĕсене илсе тăнине, çавăн пекех инноваци мелĕсемпе тата çĕнĕ технологисемпе анлă усă курса ÿсĕмсем тăвакан педагогсене премисемпе хавхалантарса пынине каларĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкулсенчи кабинетсенче информаци технологийĕ вăй илсе пынине асăнчĕ. Паян районти кашни 10 вĕренекене 1 компьютер тивĕçет, интерактивлă доскасем те 5 таранах. Çав вăхăтрах вĕрентÿ учрежденийĕсенче ют чĕлхене вĕрентекен тата физкультура учителĕсем çитмеççĕ. Демографиллĕ лару-тăру япăхланса пынăран шкулсен йышĕ çултан-çул пĕчĕкленсе пыни пирки пăшăрханса калаçрĕ вĕрентÿ пайĕн начальникĕ. «Учитель профессине суйласа илнисем чăн-чăн ăсталăха кăтартса, мĕн пур çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырса ÿсĕмсем тăваççĕ, çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ» – терĕ хăй докладĕнче Т.Н.Шереметьева.
Шкул директорĕсем вырăнти çитменлĕхсене асăнчĕç. В.П.Мидуков, вĕсене итленĕ май, влаç органĕсене аякра тăмасăр шкулсене финанс пулăшăвĕ памаллине каларĕ. Район пуçлăхĕ А.И. Криков 30-40 çул каялла çĕкленнĕ шкул çурчĕсем кивелсе пынине, вĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламаллине пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра Штанаш, Пантьăк, Мăн Этмен шкулĕсен çурт тăррисем япăххисен шутĕнче. Ку енĕпе Атнар шкулĕн çуртне йĕркене кĕртнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулне хатĕрленес тĕлĕшпе шкул учрежденийĕсене район бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ уйăрнă. Александр Иванович шкулсене тивĕçлĕ шайра тытас тесен чăннипех нумай укçа-тенкĕ кирлине пытармарĕ, май килнĕ таран çитменлĕхсене пĕтерсе пыма шантарчĕ.
Ларăва В.П.Мидуков пĕтĕмлетрĕ. Вăл район территорийĕнче вĕрентÿ ĕçне япăх мар йĕркеленине, наци проекчĕпе ялти шкулсенче те ăнăçлă усă курнине, оборудовани енĕпе хулари шкулсенчен кая юлманнине палăртрĕ. Вăл 2009 çултан пуçласа учительсене ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлес ыйту тавра калаçу ирттерчĕ. Юлашкинчен Владимир Петрович учительсен пĕлтерĕшлĕрех ыйтăвĕсене комитетра тепĕр хут пăхса тухса хурав пама шантарчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"