Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хурçă ут» та ывăнать

25 октября 2008 г.

Хальхи вăхăтра районта, республикăри пекех, техникăна хĕллехи управа лартмалли тапхăр пырать. Çакă хуçалăхсенчи инженерсемпе техниксем, механизаторсем умне çивĕч задачăсем кăларса тăратрĕ. Вĕсен машина-трактор паркĕсене йĕркене кĕртес, агрегатсене юсас, техникăлла пулăшу парас, пурлăх никĕсне пуянлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Çак кунсенче патшалăх техника асăрхавĕн испекцийĕн районти аслă инспекторĕпе В.М.Васюковпа тĕл пултăм.

– Октябрĕн 21-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи «Герой» хуçалăх никĕсĕ çинче техникăна хĕллехи управа лартас ыйтупа республикăри канашлу иртрĕ, – терĕ Виктор Михайлович. – Унта çакна палăртрĕç: техника ĕмĕрне тăсас, хĕрÿ тапхăрта унпа туллин усă курас тесен ăна хĕл кунĕсенче типтерлĕ усрамалла. Тутăхакан пайсене çу сĕрмелле, сăнчăрсене, ременьсене вĕçертсе хумалла. Резина урапасене шуратни вĕсене шанчăклă упрама пулăшать.

Çавăн пекех Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев механизаторсен кадрĕсене хатĕрлесси çине уйрăмах тимлĕ пăхмалли пирки каларĕ. Кунта çакна палăртса хăвармалла пулĕ. Район çуллен çĕнĕ техника туянать. Унпа усă курнă чухне компьютер техникине пĕлмелле. Çавна май аслă е ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем кирлĕ.

Паян çĕнĕ техника килсе çитсенех вăл ĕçе юрăхлине тĕрĕслесе пăхмалла. Мĕншĕн тесен хăш чухне заводранах йĕркеллĕ ĕçлемен агрегат тухать. Çапла вара хаклă вăхăт сая каяс хăрушлăх пур. Акă, кăçал Никитин фермер хуçалăхĕ «Енисей» йышши çĕнĕ комбайн туянчĕ. Брак пулнипе вăл каçалăка августăн 12-мĕшĕнче кăна тухрĕ. Пушă тăнă кунсемшĕн заводран укçа шыраса илме пулатчĕ. Малашне ку енĕпе ертÿçĕсен те, инженерсемпе техниксен те тимлĕрех пулма тăрăшмалла.

Октябрĕн 1 – 24-мĕшĕсенче районти мĕн пур техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн хĕллехи управа лартмалла. Кăçал тĕш тырă пухса кĕртме 44 комбайн хутшăнчĕ. Октябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 27-шне кăна управа лартнă. Çавăн пекех курăк çулмалли 10 комбайнран 7-шне çеç йĕркеллĕ вырнаçтарнă. Çĕр хатĕрлемелли тата акмалли агрегатсемпе те ĕç-пуç уçăмлах мар-ха. Паянхи куна ГОСТпа килĕшÿллĕн 176 единица управа вырнаçтарнă. Анчах 89-шĕ патне çын алли пырса сĕртĕнмен.

Паллă ĕнтĕ, хуçалăхсен минерал удобренийĕсемпе хими им-çамĕ сапмалли техника та пур. Вĕсене пурне те хĕллехи управа лартнă. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли 85 машинăран вара 28-шĕ, çĕр улми кăлармалли 14 комбайнран 3-шĕ хăйсен тивĕçлĕ вырăнне халĕ те тупайман-ха. Çакă мĕн çинчен калать; Инженерипе техника ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пыраймаççĕ. Хуçалăх ертÿçисем те вĕсенчен çирĕп ыйтмаççĕ. Ку юлнă ĕçе юр хупласси патне илсе пыма пултарать.

– Виктор Михайлович, техникăна хĕллехи управа лартас тĕлĕшпе ăçта ГОСТ йышăнăвĕсене пăхăнса пымаççĕ;

– Чи малтанах «Аккозинский» хуçалăх çинче чарăнса тăмалла пулĕ. Кунти машина-агрегатсене хĕллехи управа пачах лартман. Акă, сцепка, плуг, сÿре, виçĕ культиватор, дисклă сÿре, опрыскиватель тата ытти те ăçта кирлĕ çавăнта «вырăн тупнă». Тури Çĕрпÿкассинче техникăшăн яваплă çын та пур, вăл – Александр Мурайкин. Анчах темшĕн-çке хуçалăх ертÿçипе Владимир Устиновпа пĕрле машина-трактор паркне йĕркене кĕртме шутламаççĕ. Аякран ырă кукка килсе пулăшасса кĕтеççĕ-ши;

«Асамат» обществăн Сĕнтĕкçырминчи техника паркĕнче ял хуçалăхĕнче усă курмалли агрегатсемшĕн яваплă çын та çук. Унта хăш-пĕр тĕлте тимĕр-тăмăр пухăнса кайнипе утса та иртеймĕн. Курăк çулмалли комбайн (ăна Германире туса кăларнă) халĕ те управ линейкине çитеймест. Çавăн пекех çĕнĕ сеялка та тăлăххăн ларать. Вĕсене тахçанах вырнаçтармаллаччĕ ĕнтĕ. Ку кăна-и; Техника паркĕ умĕнче, шоссе çулĕн тепĕр енче, икĕ сеялка «хăйĕн вырăнне» тупнă. Вĕсене парка илсе çитерме темиçе минут кăна кирлĕ. Мĕншĕн тесен çак агрегатсем машина-трактор паркĕнчен 50 метрта кăна вырнаçнă.

Техникăна пăхса тăмасан, ăна йĕркеллĕ упрамасан унăн ĕç тухăçлăхĕ чакни каламасăрах паллă. Кун пирки Николай Хорайкин тĕп инженер мĕн шухăшлать-ши;

Пĕтĕмĕшле илсен, районта техникăна хĕллехи управа лартас ĕç хăй юхăмĕпе пулса пырать. Ку вăл сиенлĕ лăпкăлăх. Хĕрÿ ĕçре «хурçă ут» та ывăнать. Çакна шута илсе ăна çитес çулхи ака-суха ĕçĕсем валли тĕплĕ юсамалла, хĕллехи управа ГОСТ хушнă пек лартмалла. Кун пек чухне эпир мĕн пур техникăпа кирлĕ пек, тухăçлă усă курăпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика