Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт: кашни ĕнерен 6,9 килограмм

22 октября 2008 г.

Урамра – хура кĕр кунĕсем. Умра вара выльăх-чĕрлĕхе витесене хупса хĕл каçармалли тапхăр.

Ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илни выльăхсем продуктивлăха чакарасран шанчăклă хÿтĕленме май парать. Çакна шута илсе малта пыракан хуçалăхсем выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хывса хăварма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, «Свобода» колхозра кашни условнăй выльăх пуçне 41 центнер апат единици янтланă. «Аккозинский» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем кăçал нихçанхинчен нумайрах утă хатĕрленĕ. Кунта апат единици пĕр выльăх пуçне 36 центнерпа танлашать.

Халĕ çанталăк çумăрлă тăрать. Апла пулин те В.Никитин фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем йывăрлăха çĕнтерсе пыраççĕ. Унти кашни ĕне куллен вăтамран 10, 5 килограмм сĕт антарать, «Свобода» кăтартăвĕ – 10, «Коминтернăн» – 9, 2. Пĕр пек условисенчех «Асамат» общество дояркисем ĕне пуçне 3, 2 килограмм кăна сĕт сăваççĕ. Кунта хĕл кунĕсем валли кашни условнăй выльăх валли 20 центнер кăна апат единици хатĕрлесе хăварнă.

Октябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 10675 килограмм сĕт илнĕ, унăн 93 процентне сутнă. Халĕ кашни ĕне куллен вăтамран 6, 9 килограмм сĕт парать, иртнĕ çулхи кăтарту – 6, 7 килограмм.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика