Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районтан виççĕн Президент полкне

18 октября 2008 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Вăл декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Халĕ салтаксем çар ретĕнче çулталăк пулĕç.

Ку призывпа республикăран 2250 çамрăкăн çар ретне тăмалла пулĕ. Вĕсем тивĕçе тĕрлĕ çĕрте пурнăçлĕç: типĕ çĕр çинчи çарсенче те, ракета çарĕсенче те... Палăртма кăмăллă, хальхи призывпа Чăваш Енрен 25 каччă Президент полкĕнче пулĕ, вĕсенчен 3-шĕ пирĕн районтан, Етĕрнерен вара – 1. Халиччен республикăран унта каякансен йышĕ пĕчĕкрех пулаканччĕ, пĕр çул каялла 10-ăн лекнĕ çав полка. Паллах, çав полка пурте лекеймеççĕ, ку енĕпе вăтам пĕлÿллĕ, çÿллĕ те суран йĕрĕсĕр тата ÿте йĕппе шăтарса тунă эрешсемсĕр кĕлеткеллĕ, тулли çемьери çамрăкăн кăна ĕмĕчĕ пурнăçланма пултарĕ.

Октябрĕн 27-мĕшĕнче республикăмăр пирĕн районти медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă Тури Çĕрпÿкассинчи И.Иванов, Туктамăшри В.Огоньков тата Кÿпешри Д.Криков каччăсене, тăванĕсемпе сыв пуллашнă хыççăн, Канаш хулинчен савăнăçлă лару-тăрура Президент полкне ăсатать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика