Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимĕр-тăмăр илĕртнĕ

02 августа 2008 г.

Тимĕр-тăмăр, тĕрлĕ тĕслĕ металл вăрласа-пухса услам тăвакансем йышланчĕç.

Ăçта мĕн кураççĕ, пĕтĕмпех йăкăртаççĕ. Акă, районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕ “Асамат” хуçалăхăн “Санкинский” уйрăмĕнчи машина-трактор паркĕнче пулса иртнĕ преступленилле ĕçе тăвакансене “тăрă шыв” çине кăларассипе тимлет. Сăмах май, июлĕн 13-мĕшĕнче, 17 сехет тĕлнелле, Серенкассипе Тракушкăнчи вăй питти арçынсем, тимĕр-тăмăр вăрласа-сутса пуйма шут тытнăскерсем, асăннă хуçалăхăн техника паркĕнчи дисклă сÿресем çине куç хывнă. Шутланă – тунă. Пурлăха татса кĕскетнĕ, “Газель” автомашинăпа турттарса кайнă. “Уй куçлă, вăрман хăлхаллă”, – теççĕ халăхра. Часах милици сотрудникĕсем хурахсен йĕрĕ çине ÿкнĕ, вĕсене тытса чарнă. Халĕ преступниксен хуçалăха 21580 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕшĕн явап тытма тивет.

Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра; Мĕншĕн этем этемрен хăракан пулчĕ; Уйрăмах ĕçкĕç е ниçта та ĕçлемен арçынсем вăй-хăвата ниçта чикеймеççĕ, вăрçă-харкашу çĕклеççĕ. Акă, Урикассинчи 1972 çулхи арçын арăмĕпе çул çитмен хĕр ачине пĕр шелсĕр хăратса пурăнать, хĕнет, вĕлерессипе хăратать иккен. Чăтăмлăх пĕтнĕ кил хуçи хĕрарăмĕ çакăн пирки темиçе хутчен те шалти ĕçсен пайне евитленĕ. Халĕ “паттăр” арçын пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Çакăн хыççăн çемье пуçлăхĕ тăна кĕрĕ-ши;

Вĕлерессипе хăратнă тĕслĕх июлĕн 22-мĕшĕнче каçпа Туканаш ялĕнче пулса иртнĕ. Ялти пĕр арçын, “çуттине” тутаннăскер, пăшал илсе тухса 19 çулхи каччă çине тĕлленĕ, вĕлерессипе хăратнă. Шалти ĕçсен пайĕн дознавателĕ Л.Албакова пĕлтернĕ тăрăх, вăй питти арçын çамрăк çине ăна кил таврашĕнче пулăшманшăн çилленнĕ имĕш. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, хăюллă арçын пăшала саккуна пăхăнмасăр усранă. Куншăн ăна тепĕр айăплав кĕтет. Халĕ “паттăрăн” РФ Уголовнăй Кодексĕн 119 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх явап тытма тивет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика