12 июля 2008 г.
Районта Профилактика кунĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Акă, черетлĕ мероприяти июлĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ. Райадминистраци ĕçченĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесенче пулчĕç, ялсенче тавралăха илем кÿрессипе мĕнле ĕçленине тĕрĕслерĕç.
Районта Профилактика кунĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Акă, черетлĕ мероприяти июлĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ. Райадминистраци ĕçченĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесенче пулчĕç, ялсенче тавралăха илем кÿрессипе мĕнле ĕçленине тĕрĕслерĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхне çитрĕ, кунта пурăнакансен лару-тăрăвĕпе интересленчĕ. Тури Çĕрпÿкассинче ĕçкĕçсен йышĕ ÿссе пынине шута илсе Профилактика кунне пухăннисем вырăна тухса йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене çитсе курма, вĕсенчи ачасемпе тĕл пулса калаçма шутларĕç. Сăмах май, Тури Çĕрпÿкасси – пысăк ял. 20-30 çул каялла ялта ача-пăча шавĕ кĕрлесе тăнă. Кунта ятлă-сумлă çынсем пурăннă. Ялăн ĕç кăтартăвĕсем пысăк пулнă. Анчах юлашки çулсенче ял пурнăçĕпе мухтанмалли сахалрах: ĕçкĕçсем нумайланчĕç, ниçта та ĕçлемен граждансен хисепĕ ÿсрĕ. Хуçалăхра ĕçлеме специалистсем те çитмеççĕ. Ял пушанса пыни, кил-çурт умĕнче мăян-вĕлтрен ашкăрни урамсен нĕрне яраççĕ.
Юлашки вăхăтра асăннă ялти çамрăк амăшĕсене Г.Кирилловапа Э. Ксенофонтована, З.Ефремована ĕçке пула ачисене тивĕçлĕ пăхса усрайманнишĕн учета илнĕ. Çавăнпа çак çемьесене куçран вĕçертмеççĕ, сăнаса-тĕрĕслесех тăраççĕ. Акă, çав кунхине Ефремовсемпе Кирилловсем урăччĕ, кил таврашĕнче ĕçлетчĕç, хăйсем эрехпе аташманнине пĕлтерчĕç. Анчах Э.Ксенофонтована ниçта та кураймарăмăр. Кил хуçи хĕрарăмĕ 3 ачипех таçта “çĕтнĕ” тейĕн. Кÿршĕ-аршăсемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Вĕсем çамрăк хĕрарăм халĕ те хăй йăнăшне ăнланманнине, черккепе туслине каларĕç. Апла пулсан, хĕрарăм ачисене çемье ăшшине параймасть, вĕсен воспитанийĕпе ĕçлемест. Кая юлмалла ан пултăрччĕ çеç унăн. Çавăн пекех ушкăн Олег Кузьмин çемйинче пулчĕ. Çемье пуçлăхĕ, мăшăрĕ вилнĕ хыççăн, 3 ачипе пурăнать – пĕрремĕш ачи I ушкăн инваличĕ. Тĕрĕсрех, чирлĕ хĕр ачана ватă кукамăшĕ пăхать темелле. Кил-çуртра тирпейлĕхпе хăтлăх та çук. Çемье питĕ япăх условисенче пурăнать. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Ярабаева Кузьминсен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашнă хыççăн вĕсене специалистсемпе канашласа тивĕçлĕ пулăшупа тивĕçтермеллине каларĕ.
Ял урамĕсемпе утнă май, вырăнти участок инспекторĕ Н.Стекольщиков ÿсĕр çапкаланса çÿрекенсене тытса чарчĕ, протокол çырчĕ.
Юлашкинчен Профилактика кунне пухăннисем ял урамĕсене тирпейлĕх енчен хак пачĕç. Хальлĕхе кунта тирпейлĕх сахалтарах. Ял тăрăхĕн специалисчĕсен, ял хуçалăхĕн ертÿçисен, ял старостисен ку енĕпе тăрăшарах ĕçлемелле. Ял илемĕ унта пурăнакансенчен нумай килет-çке. Çакна кашнин ăнланасчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"