07 июня 2008 г.
Иртнĕ çул районти ял ĕçченĕсем пурĕ 8 пин тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. 2006 çулта унăн хисепĕ çакăнтан 20 процент пысăкрах пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр гектар тухăçĕ 16, 2 центнерпа танлашнă. Уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсем тата лайăхрах. “Свобода” колхоз кашни гектартан 22, 9 центнер, “Коминтерн” – 21, 9, “Нива” ЯХПК 19, 8 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илнĕ. Асăннă коллективлă предприятисем паянхи çĕнĕ технологипе тата энерги вăйне сахал тăкаклакан техникăпа усă курса уйрăм лаптăксенчен гектар пуçне 40-шер центнер таранах тыр-пул пуçтарса илнĕ.
“Агрономсен тĕп тĕллевĕ – тăпрари улшăнусене пĕлсе ÿсен-тăрана лайăх ÿсме кирлĕ удобренипе вăхăтра апатлантарасси”, – çапла каланă Раççейри пĕрремĕш агрохимик Д.Н.Прянишников. Çак каларăша тĕпе хурса ĕçлес пулсан ума çивĕч задачăсем тухса тăраççĕ. Хăш уя мĕнле удобрени тата мĕн чухлĕ хывмалли йĕркене пăхăнни кирлĕ. Анчах халĕ хăш-пĕр çĕрте çеç минерал удобренийĕпе наука вĕрентнĕ пек усă кураççĕ. Чылай хуçалăхсенче ăçта азот, фосфор е кали кирлине шута илмеççĕ.
– Иртнĕ çул пурĕ 13 244 гектар йышăнакан лаптăка минерал удобренийĕсем хывса хăварнă, – тет районти тĕп агрохимик Ю.Илюшкин. – Ку вăл пĕр гектар çине 72 килограмм лекнине пĕлтерет. “Коминтернра” кăтарту 148 килогрампа, “Свободăра” – 130, “Нивăра” 108 килогрампа танлашать. Ытти çĕрте ку енĕпе япăх ĕçленĕ. “Сура” тата “Авангард” коллективлă предприятисенче, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕнче минерал удобренийĕсемпе пачах усă курман.
Районта усă курман çĕрсем 6 пин гектара яхăн. Кăçалччен çав лаптăксенче çум курăк çеç ашкăрса ÿснĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртрĕ: “Çак çĕрсене çаврăнăша кĕртессине хавхалантарма Правительство паянах, асăннă проблемăна эксперимент йĕркипе татса памалли вариант вырăнне, тĕслĕхрен, агротехника ĕçĕсем валли тухнă тăкаксен пĕр пайне республикăн тата вырăнти бюджетсенчен саплаштарма сĕннине, вырăнлă тесе шутлатăп. Шанатăп: çакă ÿсен-тăран продукцине ÿстерме те пулăшать, тата хăй хакне пурлăх енчен те, кăмăл-туйăм енчен те тавăрать”.
Чăнах та, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕç пуçланнине палăртма кăмăллă. Анчах уйсене сухаласа пăрахнипех нимĕн те пулмасть-çке. Специалистсен шучĕпе лаптăксене люцернăпа клевер акса хăварни вырăнлăрах. Вара çак уйсенчи çĕр пулăхĕ те ÿсĕ, выльăх апачĕ те ытларах хатĕрлеме май пулĕ. Мĕншĕн тесен маларах асăннă культурăсем тăпрара гектар пуçне 30-40 килограмм азот хăвараççĕ. Ку 130-150 килограмм аммиак селитри хывнипе танлашать.
Хальхи вăхăтра хресченĕн минерал удобренийĕсем туянма кĕсйи çÿхе. Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илесси вара тăпрари пулăхлă япаласен шутĕнчен нумай килет. Акă, август уйăхĕн пуçламăшĕнче кĕрхи тырăсем акма пуçăнаççĕ. Акма палăртнă уйсем валли кашни гектар пуçне 10-15 килограмм (100 процентлă тутлăхлă япаласем çине куçарсан) фосфорпа кали удобренийĕсене хатĕрлемелле. Вĕсене çĕре вăрлăхпа пĕрле варăнтармалла. Хура пусăсем çинче пĕр гектар пуçне 70-90 килограма яхăн минераллă азот упранса тăрать. Вăл шутран 30-40 проценчĕ аммиаклă азот. Асăннă азот шучĕпе пĕр гектартан 26-30 центнер ыраш е кĕрхи тулă илме пулать.
– Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи специалистсен çĕр пулăхлăхĕпе пĕлсе усă курмалла, – тет Ю.Илюшкин. – Ăна сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла. Манас марччĕ, пусă çаврăнăшĕнче яланах 25-30 процентран кая мар нумай çул ÿсекен культурăсем çитĕнтермелле.
Пĕтĕмĕшле илсен, халĕ тыр-пул хакĕ ÿсрĕ. Çакна шута илсе пур çĕрте те ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерессишĕн тăрăшмалла. Çав вăхăтрах пушă выртакан лаптăксемпе усă курасси – чи пысăк тĕллев. Тăрăшса ĕçлесен кăна эпир Президент кăтартнă задачăсене татса пама пултаратпăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"