Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта тăнăç – унта ăнăç

19 марта 2008 г.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕ – выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрт аталантарасси. Патшалăх паракан пулăшупа пирĕн районти хуçалăхсем те усă курчĕç. Вĕсен йышĕнче «Свобода» колхоз та пур.

«Асăннă наци проекчĕ малалла туртать, вăл ял хуçалăхне аталанма майсем туса парать”, – теççĕ «Свобода» колхозра тăрăшакансем. Чăннипех çапла, килĕшмелле кунпа. Анатçĕрпÿкассисем нихăçан та кайрисен шутĕнче пулман. Хуçалăхра ĕçе юратакан çынсем тăрăшаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсем тивĕçлĕ шайра аталанса пыраççĕ, ĕç кăтартăвĕсем районти вăтам кăтартуран чылай лайăх. Çакăнта колхоз председателĕн В.Ф.Бромбинăн тÿпи пысăк. Вăл хуçалăхри ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупса коллектива тĕрĕс çулпа ертсе пырать. Валерий Федотович ял хуçалăх малашлăхĕ çĕнĕ технологисемпе хальхи хăватлă техникăсенче пулнине лайăх ăнланать.

Тăрăшакансем ÿсĕм тăваççех. Акă, çĕнĕ çул умĕн кунта ĕне усрамалли витене реконструкцилерĕç. Ăна валли 5 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Фермăра сĕт пăрăхĕ, ĕне сумалли, сĕте сивĕтмелли оборудованисем вырнаçтарнă. Малашне выльăхсен йышне ÿстерсе пыма витесене татах та çĕнетме шутлаççĕ кунта.

Паянхи куна «Свобода» колхозри дояркăсем кашни 100 пуç ĕнерен 18 килограмм ытла сĕт суса илеççĕ. Ферма заведующийĕ Р.И.Филиппова (вăлах ветврач та, зоотехник та) пĕлтернĕ тăрăх, Г.Сухаревапа А.Иванова дояркăсем иртнĕ çул çулталăкра пурĕ кашни ĕнерен 5 пин килограмм сĕт сунă. Вĕсем – район маякĕсем. 2007 çулта «Чи пултаруллă доярка» ята тивĕçнĕ Г.Сухаревана ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Акатуй» уявĕнче Хисеп грамотипе преми парса чысларĕ. Çакă хуçалăха та чыс кÿрет.

Пăру пăхакансем те хисепе тивĕçлĕ. З.Токаревапа Л.Ильина, Г.Филиппова хăйсене шанса панă ĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем пăхакан самăртма хупнă пăрусем талăкра 850 грамшар ÿт хушаççĕ. Пĕлтĕр пăрусен ÿт хушаслăхĕ вăтамран 650 грампа танлашнă.

Анатçĕрпÿкассисем обществăлла выльăх апатне çителĕклĕ хывса хăварнă. Кашни чĕрĕ пуç шутне 23 апат единици тивет. Ку мăйракаллă шултра выльăхсене тулăх апатпа тăрантарнине пĕлтерет. Çавăнпа ĕнтĕ ĕнесен продуктивлăхĕ лайăх. Рационтан пăрака та татмаççĕ. Çакăн пек условисенче хĕл каçнă хыççăн колхоз кĕтĕвĕ симĕс курăк çине лайăх виçепе тухасси иккĕлентермест.

Продукци ытларах туса илни экономика енчен тупăшлă. Фермăсене çĕнĕ технологипе ĕçлеттерни пушшех те вырăнлă. Ÿсĕмĕ куç умĕнче.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика