Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тĕрĕслĕхе юратакансене, çынна пулăшакансене кăмăллатăп»

26 февраля 2008 г.

Лариса Петрова Чурпай ялĕнче пурăнать. 11 класра вĕренет. Дневникĕнче ытларах “5” паллăсем. Вăл чăваш чĕлхипе литературине кăмăллать, сăвăсем шăрçалать. Сăвăри тĕп тема – пурнăç. Чăвашла питĕ çепĕç калаçать. Ĕмĕчĕ – филолог тата журналист пуласси. Çамрăк хĕр ЧР Президенчĕн стипендиачĕ те.

Çак кунсенче çамрăк çыравçăпа пирĕн корреспондент Л.Шивиркина тĕл пулса калаçрĕ.

“Çĕнĕ ятсем уçатпăр” кĕнекене Лариса Петрован 7 сăвви кĕчĕ. Çамрăк хĕрĕн сăвă çырас ăсталăхĕ пысăк. Çакна республикăри профессиллĕ писательсен Канашĕ те çирĕплетнĕ. Уйрăмах хĕрĕн пултарулăхĕ чăваш халăх поэтне Валерий Туркая кăсăклантарнă. Лариса сăвă çырма юратни паян никамшăн та вăрттăнлăх мар.

– Лариса, сăвă çырас туртăм хăçан çуралчĕ-ха?

– Пĕрремĕш сăвă “Чечексем” ятпа 3 класра кун çути курчĕ. Çулсем иртсе пыраççĕ, халĕ ĕнтĕ сăвăсен пуххи те нумайланчĕ, ун чухне шăрçаланнă йĕркесем асрах. Учительсем сĕннипе сăвăсене “Тантăш” хаçата ярса тăтăм. Чун савăнăçпа тулса пычĕ, çĕнĕ сăвăсем татах çуралчĕç. Радиопа иртекен “Шăнкăрав” передачăна кăмăллатăп, унта сăвăсем чылай вулаççĕ. Ман пек тантăшсен пултарулăхне итлесе киленетĕп. Унтан каллех пуçра çĕнĕ сăвă çуралать.

– Вĕренÿшĕн хыпса çунаканшăн пулма вăхăт çук. Сăвăсене шăрçалама хăш вăхăтра ĕлкĕретĕн?

– Тунсăх пуссан, чĕре савăнăçпа тулсан, шухăша путсан, алла яланах ручка тытатăп. Сăвăсем йĕркеленсен вĕсене ÿкерчĕксемпе илемлететĕп. Çут çанталăк илемне хут çине куçарма питĕ килĕшет.

Эпĕ чăваш тата вырăс литературисене пуринчен ытла юрататăп. Уйрăмах С.Есенинпа П.Хусанкайăн творчествисем кăсăклантараççĕ. Е.В.Сюткина учительница пире чăваш тĕнчине çывăхрах ăнланма, хамăр ăс-тăна анлăлатма пулăшать. Тĕлĕнмелле хăватлă вăй вăл – литература.

– Эсĕ поэзие килĕштеретĕн. Саншăн мĕн вăл – сăвă?

– Сăвă – манăн чунăмăн пĕр пайĕ. Вăл çырас тенипе пулмасть. Кĕтмен çĕртен çуралать. Чун ыйтнипе çыратăп. Алă хăех ручка патне пырать, вара йĕркесем тупăнаççĕ те тупăнаççĕ. Сăвă çырма аттепе анне, шăллăм хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсен хастарлăхĕ, пултарулăхĕ, мана ăнланни, пулăшни поэзире вăй кĕртсе пыраççĕ. Учительсене те чĕререн тав тăватăп.

– Лариса, эсир черчен те çепĕç чунлă çын. Сире канăçсăрлантаракан ыйту пурах-тăр?

– Эпĕ пустуй калаçакансене, суеçĕ çынсене кăмăлламастăп. Эрехпе аташакансене, чĕлĕм туртакансене те сивлетĕп. Хам кирек кама е мĕне кÿрентересрен те хăратăп. Никама та кĕвĕçместĕп. “Кĕвĕçекене кĕве çиет” каларăша ĕненетĕп. Хам йăнăш çулпа каясран пит шикленетĕп. Эпĕ мĕн ачаран ÿссен кам пулассине шутласа хунă. Çав тĕллев патне утатăп. Çакăн пек ĕмĕт кашнин пулмалла. Ун пек чухне çын усал ĕç тăвасси пирки шутламасть те. Мĕскĕн çынсене хĕрхенетĕп.

– Санăн пурнăçунти чи асра юлнă кунсенчен пĕри хăшĕ?

– Асра юлнă самантсем чылай. Иртнĕ çул района В.Туркай поэт килчĕ. Манăн сăвăсемпе кăсăкланнăран, унпа тĕл пулу иртрĕ, чи юратнă сăвăсене хăй вуларĕ, тантăшсем, учительсем хушшинче ман пултарулăха пысăк хак пачĕ. Çакă мана çунатлантарсах ячĕ. Чăваш поэчĕ литература ăсталăхне ÿстерсе пыма сĕнчĕ. Юлашкинчен пурте тăвăллăн алă çупса тав тунине мĕнле манăп-ха.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика