Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх канăвне интереслĕ ирттерес тĕллевпе

26 февраля 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров “Чăваш Республикинче ялăн культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” йышăннă Указ районти культура ĕçченĕсем умне пысăк задачăсем кăларса тăратрĕ. Вĕсем халăх канăвне интереслĕ те усăллă ирттерес тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Сăмахран, иртнĕ çул ял тăрăхĕсенчи клуб ĕçченĕсемпе кашни уйăхрах семинар-канашлу ирттернĕ. Теорипе практика занятийĕсем, тĕрлĕ ĕçлĕ вăйăсем тата тренингсем пулнă. Республикăри халăх пултарулăх çурчĕн специалисчĕсем Т.А. Дмитриева, Н.В.Юманова, Н.А.Зимин клуб ĕçченĕсене тĕллевлĕ пулăшу панă.

Районти культурăпа кану центрĕ хор, ташă, фольклор, сăнарлă искусство тата спектакльсем лартас жанрсене аталантарас тĕлĕшпе япăх мар ĕçленине палăртмалла. Çавăн пекех 14 кружок йĕркеленĕ, вĕсене çынсем йышлă çÿреççĕ.

Районта смотр-отчетсем пуçланнă. Штанаш ял тăрăхĕ, вăтам шкул, “Штанашский” ТСПП, ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ, Кив Атикасси ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем халăха хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата юрлас-ташлас пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика