Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арман авăрать, ял çынни савăнать

08 февраля 2008 г.

2003 çулта Кушлавăшри Петр Николаевич Герасимов хăйпе пĕр шухăшлисемпе пуçтарăнса, Яманкассинче «Арман» фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

Çакна тума вĕсене çĕрсем хуçасăр, акăнмасăр выртни хистенĕ. Ĕçлес кăмăллисене вара çĕрсемпе усă курма ирĕк параççĕ, ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем те сĕнÿ-канашсемпе пулăшма яланах хатĕр. Петр Николаевич хăй те инженер-строитель специальноçне алла илнĕскер, çĕр ĕçне ăнланса майĕпен пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пырать. Строительство ĕçне те хăех йĕркелет.

Паянхи кун «Арман» фермер хуçалăхĕнче 6 çын вăй хурать. Тантăшĕсем ют çĕрте калăмра тар юхтарнă чухне вĕсем кунта çĕр çĕклеççĕ. Арендăра 20 гектар çĕр пур. Кăçал производствăна хăпартас тĕлĕшпе тата 50 гектар çĕр лаптăкĕ илме шутлать фермер. Техника единицине те ÿстересшĕн. Хальлĕхе кунта 3 ДТ тата 2 МТЗ-80 тракторсем, пĕр комбайн пур.

– 2007 çулта 20 гектар çинче урпа акса-вырса илтĕмĕр, тухăçĕ кашни гектартан 20 центнерпа танлашрĕ. Çитес çур акинче çĕр лаптăкне ÿстерсе тулă акма палăртатпăр.

Хуçалăхра ял çыннисен нушине ăнланса шурă çăнăх авăртмалли арман хута ятăмăр. Кунта тырă вĕтетекен агрегат та вырнаçтарнă. Вăл кашни кунах ĕçлет. Арманçăра Виталий Никандрович Митрофанов тăрăшать, халăха пахалăхлă çăнăх авăртса парать. Çур аки, вырма тапхăрĕсенче вăл машинăпа трактор рулĕ умне ларать. Хăй тивĕçне чыслăн пурнăçлать, шалуне те тивĕçлĕ илет, – терĕ «Арман» ХФХ ертÿçи П.Н.Герасимов.

Малтанхи çулсенче фермер выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе те ĕçленĕ. Халĕ вăл ура çине çирĕп тăрса ÿсен-тăран отрасльне çĕклес ĕмĕтлĕ. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянса тухăçлă тыр-пул ÿстересшĕн, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересшĕн.

«Арман» хуçалăх территорийĕнче апат-çимĕç лавкки те ĕçлет. Çывăхра пурăнакансем кирлĕ тавар патне унта тухаççĕ.

Çапла, паян фермер хуçалăхне аталантарни пурнăçа лайăхлатмалли тĕп çул-йĕр пулнине пурте ăнланаççĕ. Пултаруллисене патшалăх та çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшать. Ĕçлеме ан ÿркен çеç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика