Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дояркăсен ĕçĕ çăмăлланать

22 января 2008 г.

“Свобода” колхоз сĕт сăвассипе районта малта пыракан хуçалăх. Акă, хальхи вăхăтра кунта кашни ĕнерен куллен 11 килограмм продукци илеççĕ.

– Эпир фермăра тăрăшакансен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай тимлетпĕр, – тет хуçалăх ертÿçи В.Бромбин. – Ĕне витине çĕнетнĕ хыççăн унта сĕт суса илес ĕçе çĕнĕ технологипе туса пыраççĕ. Халĕ сĕт пăрăх тăрăх тÿрех сивĕ установкине юхать. Çакă дояркăсен ĕçне çăмăллатать. Вĕсен тулли бидонсене çĕклесси хыçа юлчĕ.

Ку кăна мар-ха. Выльăх йышне ÿстерме те условисем лайăх. Иртнĕ çулсенче кунта сумалли 72 ĕне тытнă. Кăçал 100 пуçа çитернĕ. Умри тĕллев – 150 пуç таран усрасси.

Сĕт суса илессине çĕнĕлле йĕркелеме колхоз патшалăхран 5 миллион тенкĕ кредит илнĕ.

Дояркăсен ĕçĕ çăмăлланнипе пĕрлех вĕсен ĕç тухăçлăхĕ ÿснине те палăртмалла. Сăмахран, Г.Сухарева пĕлтĕр хăй пăхакан ушкăнри ĕне пуçне 5 пин килограмм ытла сĕт сунă. Çак ятпа ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров саламланă, преми парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика