Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхалантарни хастарлăха ÿстерет

15 декабря 2007 г.

“Свобода” колхозри ферма ĕçченĕсем кăçалхи хĕл кунĕсене тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илнине палăртма кăмăллă.

Хуçалăхра витесене юсаса çĕнетнĕ, тислĕк кăлармалли, шыв илсе пымалли механизмсене йĕркене кĕртнĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Утă-улăма кирлĕ чухлĕ ферма çывăхне кÿрсе хунă.

Çу кунĕсенче тăрăшни халĕ хăйĕн пархатарне кÿрет. Анат Çĕрпÿкасси дояркисем, акă, сĕт сăвассипе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хальхи вăхăтра фермăра 100 пуç ĕне, вĕсенчен куллен 920 килограмм продукци илеççĕ. Çакăн 90 процентне сутаççĕ. Кашни ĕне кунне вăтамран 9, 2 килограмм сĕт антарать. Çак кăтарту, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, пĕчĕкрех-ха. Ферма ĕçченĕсем каланă тăрăх, мĕн пур ĕне пăруласа пĕтерсен, продукци хисепĕ самаях ÿсмелле.

Колхоз правленийĕ выльăх пăхакансен ĕçне хаклать. Вĕсене ĕç укçи вăхăтра тÿлеççĕ, пурлăх тĕлĕшĕнчен ытти майсемпе те хавхалантараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика