22 августа 2007 г.
Специализациленнĕ организацисем ЧР Президенчĕн автоçулсен сетьне ÿстересси, республикăри кашни яла хытарнă çулпа çыхăнтарасси пирки кăларнă Указа пурнăçлассипе хастар ĕçлеççĕ. Августăн 17-мĕшĕнче “Етĕрне-Анат Çĕрпÿкасси-Кив Атикасси” автобус маршручĕ хута кайрĕ.
Асăннă кун Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ, харăсах 4 яла асфальт çул çитнине паллă турĕç. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ А. Криков, ЧР Хула строительствин тата обществăлла инфратытăмăн министрĕ А.Гончаров, унăн çумĕ А.Лепилин, ЧР “Чувашавтодор” ПУП генеральнăй директорĕ В.Осипов, ЧР “Чувашавтотранс” ПУП Етĕрнери АТП тĕп инженерĕ А.Ярандайкин, ЧР “Чувашавтодор” ПУП строительствин управленийĕн начальникĕ В.Объедков, Çĕмĕрлери ТПУ-н генеральнăй директорĕ А.Волков, “Резон” ХАО-н директорĕ В.Малашенков тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ку тăрăхри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, ял çыннисем хутшăнчĕç.
Ял çыннисем уява килнисене çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç, юрă парни те турĕç. Чи малтанах вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Матвеев сăмах илчĕ, ялсене асфальт çул çитнишĕн чунтанах хĕпĕртенине пĕлтерчĕ, халăх ячĕпе пурне те тав сăмахĕ каларĕ.
А.Криков район территорийĕнче ЧР Президенчĕн хушăвĕ ăнăçлă пурнăçланса пынине, çак кунран пуçласа тахçанах кĕтнĕ “Етĕрне-Кив Атикасси” çул хута кайнине, çавăн пекех Чурпай, Акташ, Анат Çĕрпÿкасси, Кушлавăш ялĕсене асфальт çул çитнине пĕлтерчĕ. Çак ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР Хула строительствин тата обществăлла инфратытăмĕн министрне А.Гончарова, подрядчиксене тата ыттисене те ăшшăн тав турĕ, райадминистрацин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, çĕнĕ çул-йĕр юнашар районсем хушшинчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса шаннине каларĕ.
А.Гончаров хальхи вăхăтра республикăра пур çĕрте те подрядчиксем кĕске вăхăтра çĕре хăпартса, хытарса, тикĕслесе асфальт сарассипе тăрăшса ĕçленне палăртрĕ, паха çулсем вăрăмланса, аякри ялсем çывăхланса пынине каларĕ, унтан вырăнта пурăнакансене тунă çулсене тирпейлĕн пăхса тăрасси пирки аса илтерчĕ.
Район Пухăвĕн депутачĕсем Ю.Николаевпа И.Никифоров сăмах илчĕç, вăрман леш енчи халăхшăн Анат Çĕрпÿкасси-Çĕн Атикасси çулĕ хута кайни пур енлĕн паха пулнине палăртрĕç, ĕмĕрĕпех çул-йĕр çуккипе нушаланнă çынсен кăмăлĕсем тинех лăпланни çинчен каларĕç, ырă ĕçшĕн пурне те ăшшăн тав турĕç.
“Свобода” колхоз председателĕ В.Бромбин вырăнти çынсем паха çулшăн çав тери савăннине пĕлтерчĕ, ку çул ял хуçалăхĕшĕн те питĕ пĕлтерĕшлине асăнчĕ, тинех çĕнĕ технологисене вăя кĕртме çул уçăлнине каларĕ.
Палăртмалла, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул автобусĕ Атнат Çĕрпÿкассипе Акташ ялĕсенчи ачасене Çĕн Атикасси шкулне турттарма пуçлать, ку таранччен ачасем шкула çуранах çÿренĕ пулнă.
Анат Çĕрпÿкасси, Акташ, Чурпай, Кушлавăш ялĕсене çул çитнине пĕлтерсе хĕрлĕ хăю каснă хыççăн, Анат Çĕрпÿкасси ялĕнче пурăнакансем “Етĕрне-Кив Атикасси” автобус маршручĕ çине ларса тÿлевсĕрех ярăнса курчĕç, ялта пурăнакансемпе çул-йĕр ыйтăвĕ тавра калаçрĕç.
Районти çулсене хута янă хыççăн ушкăн ялсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси программа мĕнле пурнăçланнине пăхса тухрĕ. Урикасси, Ачкасси, Ишеккасси ялĕсене пăрăхсем тăрăх таса шыв килнине паллă турĕç, паха шыва тутанса пăхрĕç.
Сăмах май, хальхи вăхăтра ялта пурăнакансем валли тивĕçлĕ условисем туса парассипе РФ, ЧР Президенчĕсем нумай тăрăшаççĕ, ĕçлеме ÿркенмелле мар çеç тата мĕн пуррине упрама пĕлмелле.
Источник: "Пирěн пурнăç"