17 августа 2007 г.
Талантлă, пултаруллă, ăслă-тăнлă ачасем районта сахал мар. Вĕсене вăхăтра асăрхаса малалла аталантарассишĕн, хавхалантарассишĕн районта ырă ĕç тăваççĕ. Сăмахран, вĕренÿре палăрнисене стипендипе хавхалантарсах тăраççĕ.
2006-2007 вĕренÿ çулĕсенче Етĕрнери сĕт завочĕн директорĕн Н.Маловăн ятран паракан стипендине 10 ача уйăхсерен 500 тенкĕ илсе тăма тивĕçнĕ. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе те вĕренÿре палăрнă 20 шкул ачине çулсерен 100-шер тенкĕ памалла тунă.
ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕçлĕ çамрăксем те районта пурришĕн мухтанатпăр. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса производствăра тăрăшулăхпа палăрнă 4 çамрăк уйăхсерен 1000-шер тенкĕ илме тивĕçнĕ.
Çапла, пултаруллă çамрăксем районта пур. Вĕсенчен хăшĕ - вĕренÿре, тепри - производствăра, виççĕмĕшĕ творчество пултарулăхĕпе асра юлаççĕ. Сăмахăм Кив Атикассинче çуралнă Надежда Аксакова пирки. Н.Аксакова Мăн Этменти шкулта вĕренет. Шкул пурнăçĕпе кăна пурăнмасть вăл, обществăлла ĕçе те активлă хутшăнать. Уйрăмах вăл юрлас енĕпе палăрать. Кăçал май уйăхĕнче çамрăк хĕр пĕрчи Элĕк районĕнче чăваш эстрада юррисене шăрантаракансен регионсем хушшинчи «Вирьял шевлисем» фестивале хутшăннă. Н.Аксакован сасси жюри членĕсене тыткăнланă, ăна вĕсем чи таси тата лайăххи тесе хакланă. Фестивальте Надежда «Çамрăк юрлакан» номинацире çĕнтерсе парнене тивĕçнĕ. «Акатуй» уявĕнче те Н.Аксакова хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ, куракансене пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Пултарулăхне кура, тен, Надежда малашлăхра тантăшĕсем пекех стипенди илме те тивĕçессе шанас килет.
Источник: "Пирěн пурнăç"