11 августа 2007 г.
Эпир, тĕлĕнмелле пулин те, чылай чухне хамăр пирки кăна шутлатпăр. Çав вăхăтра пирĕн тавра тĕнче епле илемлĕ пулнине те асăрхамастпăр. Ку пирĕншĕн вак-тĕвек кăна пек. Çынлăха çухатасси те инçе мар. Анчах эпир ытти чĕрĕ чунсем мĕн туйнине пĕлме тăрăшатпăр-и; Ку кирлĕ те мар пек. Тĕслĕхрен, кăвакал пурнăçне сăнаса пăхсан çак кайăк-кĕшĕке еплерех юратма пуçлатăн! Эсĕ - ăна, вăл вара сана ăнланнăнах туйăнать.
Эпĕ сире шăпах мĕн ачаранпах кăвакалсене чунтан савакан Геннадий Васильевич Токаревпа паллаштарасшăн.
Г.В. Токарев 1970 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Чурпай ялĕнче çуралнă. 1977-1987 çулсенче Çĕн Атикасси шкулĕнче ăс пухнă. Шкул хыççăн пĕр çул Чăвашпотребсоюзĕн Хĕрлĕ Чутайри филиалĕнче пулас сутуçăсен курсĕнче вĕреннĕ. 1988-1989 çулсенче - лавккара, 1990-1992 çулсенче Çĕмĕрлери Универбазăн Хурашаш филиалĕнче кладовщикра ĕçленĕ.
- Калăр-ха, тархасшăн, Геннадий Васильевич, кăвакалсене пăхасси мĕнрен пуçланнă; Кам хавхалантарнă, канашсем парса тăнă;
- Кăвакал чĕпписене эпĕ тĕнчере чи çывăх юратнă чĕр чун шутне кĕртнĕ. Виçĕ çулта чухнех пĕчĕк чĕпсене хÿмме чиксе çÿреттĕмччĕ тет. 7-8 çулта пĕччĕккĕн кăвакал пăхма пуçларăм. Чĕпсем кашни çулах йышлă тухаççĕ, 35-40-рен кая мар. Кăçал хальлĕхе 80 чĕп чипер, таса, сывă пурăнать-ха.
- Çав ĕçре мĕнле те пулин йывăрлăхсем пулкаланă-и;
- Кăвакал ирех вăранать, шуçăмпах. Алла пăхать, çавăнпа питĕ лайăх тухать. Шел пулин те, чĕпсене пĕрмай ула кураксем тапăнаççĕ. Ара, кавакалсем май уйăхĕнчех чĕп кăлараççĕ те.
- Кăвакалсемпе çыхăннă чи кулăшла, интереслĕ самантсене аса илме тăрăшăр-ха.
- Кăвакал чĕпписем анчах тухсан чи интереслĕ вăхăт пуçланать. Вĕсем питĕ илĕртÿллĕ, интереслĕ, шыва чăма-чăма тухаççĕ. Пĕр кăвакал ами вăтамран 20-25 чĕп лайăхах кăларма пултарать. Хаярри чĕпсене пурне те таса та сывă сыхласа çитерет. Кăвакал амине вăтамран 5-8 çул тытма юрать, кайран улăштарма тивет. Килте кăларнă чĕпсене усрама питĕ лайăх, апат та нумай каймасть. Ял варринче пĕвесем нумай пулнăран кăвакалсене пăхма та ансат. Тутă пулсан кунне 1-2 хутчен çеç апат çиме киле килсе каяççĕ.
Хамран хам тĕлĕнетĕп. Кăçал 3-4 кăвакал 100 ытла чĕп кăларчĕ. Анчах пĕр пусалăхне ула курак 20-25 чĕп таран пĕтерчĕ. Çапах чылай сыхланса юлчĕ.
- Кăвакалсăр пуçне тата мĕнпе кăсăкланатăр;
- Хамăн хуçалăхра эпĕ тата икĕ пăру, виçĕ сысна çури, 30 чăх-чĕп тытатăп. Юратса пăхсан пурте лайăх пулать.
- Ку чăнах та çапла пулĕ. Сирĕн хуçалăхра кăçал чăх кăвакал чĕпписене ертсе çÿрени те пулчĕ-çке. Чĕпсемпе пĕрле хăй те шыва кĕре-кĕре тухатчĕ. Тем те курма пулать иккен. Хаçат тусĕсене вара мĕн сĕннĕ пулăттăр;
- Кахал çынран кăвакал пăхса ÿстересси пулмасть. Юратса пăхсан вара çак кайăк-кĕшĕк питĕ лайăх ĕрчет. Шел, ялта кăвакал тытакан питĕ сахал. Мамăк тÿшек хатĕрлеме те чылай тытас пулать. Пăхсан пулать!
- Тавах, Геннадий Васильевич, калаçушăн. Сирĕн хуçалăхра малашне те кăвакалсем ĕрчесех тăччăр. Сире кура кăвакал ÿстерекенсем йышланасса шанатăп. Пурнăç темле пулса килсен те чунлăха çухатас марччĕ!
Источник: "Пирěн пурнăç"