04 июля 2007 г.
Учителĕн ĕçĕ йывăр та пархатарлă. Çĕн Атикассинче пурăнакан Варвара Николаевна Николаева ĕмĕр тăршшĕпе учительте тăрăшнишĕн пĕрре те кулянмасть, пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илнипе мăнаçланать, хăй вĕрентсе ăс панă, ырă çынсем пулса ÿснĕ ачасемпе мухтанать.
В.Н.Николаева паян 85 çулта. Вăл Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чух учитель пулас ĕмĕтпе пурăннă. Çывăх тăванĕсем те учительсем пулнă май, вĕсен ĕçне-хĕлне пĕлсе тăнă, ăмсаннă та. Çав шухăшпа ÿснĕскер, Шупашкарти учительсем хатĕрлекен института вĕренме кĕнĕ, алла диплом илнĕ. Учитель пулса тăнă хыççăн çамрăк хĕре направленипе Çĕн Атикасси шкулне ĕçлеме янă. Ку 1940 çулта пулнă. Çавăнтанпа Варвара Николаевна пĕр улшăнмасăр ачасене чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентнĕ. Пенсие тухсан та тата 7 çул юратнă ĕçре тимленĕ вăл. Педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн - 46 çул.
Унтанпа çулсем чылай иртнĕ пулин те, ĕç ветеранĕ шкулта ĕçленĕ вăхăта ырăпа аса илет, юратнă вĕренекенĕсем чăн-чăн çынсем пулса ÿснишĕн, хăйне манманнишĕн хĕпĕртет.
- Вăрçă умĕнхи çулсем никамшăн та çăмăл килмен. Ялта ĕçлесе пурăнакан учительсемшĕн те вăл çаплах пулнă. Ĕçе юратни, ачасен пуласлăхĕ хумхантарни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшрĕ. Тăван килтен, аттепе аннерен аякра пурăннишĕн кулянаттăмччĕ. Унтан вăрçă пуçланчĕ. Учительсем çитмеççĕ тесе тăван тăрăха ямарĕç. Кунти вырăна, çынсене хăнăхса пытăм. 1943 çулта вăрçăран аманса килнĕ çамрăкпа, Андрей Ильичпа, паллашрăмăр, килĕштертĕмĕр, çемье çавăртăмăр. Çапла, Çĕн Атикассинче тĕпленсе пурăнма пуçларăмăр, - терĕ аса илсе ĕç ветеранĕ.
Культурăллă, интеллигентлă, пуян чун-чĕреллĕ çамрăк учитель ачасемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупать, хăнăхать, вĕренекенсем те ăна хисеплеççĕ. Пĕтĕм кун-çулне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă вăл. Вĕсемпе выляса кулнă, вĕсен пурнăçĕпе пурăннă. Ачасем те унăн урокĕсене кăмăлпа çÿренĕ. Варвара Николаевна вĕренекенсен чун-чĕрисенче чăвашлăх туйăмне чĕртес, вĕсене чăваш халăх йăли-йĕркисене хăнăхтарас, урокра илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма вĕрентес тесе ырми-канми тăрăшнă. Учитель-ветеран ачасен хастарлăхĕпе хĕмленсе ĕçленĕ, ывăннине туйман, йывăрлăхĕ те пайтах пулнă паллах. Акă, шкул пурнăçĕнчи пĕр саманта вăл хурланса аса илет.
- Манăн 5 класра Чурпай ялĕнчен Василий ятлă ача пурччĕ. Вăл тăлăххăн ÿсетчĕ. Питĕ шелччĕ ăна. Пурăнма, вĕренме йывăртан арçын ачана интерната ямалла турĕç. Пĕтĕмпе хам тăрăшса ачана кайса вырнаçтартăм. Хам вĕрентнĕ ачаран уйрăлма çăмăл пулмарĕ, сыв пуллашнă чух куççульпех йĕтĕм. Вася çыру çырсах тăчĕ, манмарĕ мана. Халĕ те çыхăну тытса тăратпăр, килсех çÿрет. Эпĕ уншăн чи çывăх çын пулнишĕн халĕ те савăнатăп, - сăпайлăн калаçрĕ В.Н.Николаева.
Чăнах та, В.Н.Николаева çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл культурине, чун-чĕре пуянлăхне ÿстерес тесе нумай вăй-хăват хунă. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче паллă çынсем пулса ĕçлеççĕ, ял хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ.
Варвара Николаевнана Галина хĕрĕ хăйĕн çулĕпе кайни савăнтарать. Галина Андреевна та ĕмĕрĕпех Серенкассинчи шкулта тимленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Пĕр çемьери педагогсен вара мĕн сÿтсе явмалли, канашламалли чылай.
Источник: "Пирěн пурнăç"