30 июня 2007 г.
“Свобода” колхоз Акташпа Анат Çĕрпÿкасси ялĕсене пĕрлештерсе тăрать. Хальхи вăхăтра пур хуçалăхра та утă çи анлă сарăлнă, анатçĕрпÿкассисем те выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлессипе тимлеççĕ. Колхоз председателĕпе курса калаçнă май, Валерий Федотович Бромбин хуçалăхри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, пĕтĕм техника уй-хирти ĕçсене хутшăннине пĕлтерчĕ. Сăмах май, хĕл хырăмĕ пысăк, выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илес тесен нумай вăй хумалла, нумай тар тăкмалла. Хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх ферминче паянхи куна 300 пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 100-шĕ - сумалли ĕнесем. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ мĕн чухлĕ ытларах, çавăн чухлĕ нумайрах утă-улăм, сенаж, силос хатĕрлемелле. Çакна пĕтĕмпех шута илнĕ. В.Ф.Бромбин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна 400 тонна сенаж хывнă ĕнтĕ, ăна нумай çул ÿсекен курăксенчен хатĕрленĕ. Утăлăх 20 гектар çулнă, типĕтсе тĕркемлесе хунă. Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç малалла пырать.
Уй-хирте ир пуçласа мĕн каçченех трактор-машина шавĕ тăрать. Олег Кумашкин “Волга-2” агрегатпа симĕс курăка çулса та вĕтетсе автомашинăпа трактор прицепĕсем çине тиет, Николай Кумашкинпа Геннадий Сормовский МТЗ ”Беларусь” тракторсемпе, Станислав Терентьевпа Владимир Жданов ЗИЛ-130 автомашинăсемпе симĕс массăна траншея çывăхне турттарса тăраççĕ. Илсе пынă ешĕл курăка Владимир Терентьев ДТ-75 тракторпа вăхăтра пусăрăнтарса пырать. Калас пулать, В.Терентьев ку ĕçе хăнăхнă ĕнтĕ, кашни çулах утă çи тапхăрĕнче ăна çак ĕçе шанса параççĕ. Пултаруллă механизатор хăй тивĕçне чыслăн пурнăçлать.
- Кăçал обществăлла выльăх апачĕ хатĕрлеме майсем пур. Ĕçлеме ÿркенмелле мар çеç, механизаторсем тăрăшаççĕ, - терĕ хуçалăх ертÿçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"