18 июня 2007 г.
Яманкассинче çуралса ÿснĕ Юлия Петровна Черендеева шкул вăхăтĕнчех медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ.
- Манăн виçĕ сыпăкри кукка Упукушкăнь больницинче тухтăр пулса тăрăшатчĕ. Вăл питĕ нумай çынна сыватрĕ, ăна çынсем хисеплетчĕç, çавна кура ĕнтĕ эпĕ пурнăçăма медицинăна халалларăм. Çавна май Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне ăс пухма кĕтĕм. Ман шутпа, хальхи вăхăтра медицинăра ĕçлеме йывăрланчĕ. Пурнăç условийĕсем çапла-ши халĕ; Малтанхи тапхăрта харам пырсене (тунеядецсене) сивлетчĕç. Паянхи саманара вара ĕçсĕрлĕх хуçаланать. Ĕç çуккипе чылайăшĕ эрех серепине çакланать. Ĕçкĕçсенчен 90 проценчĕ вĕт-ха венери чирĕсемпе чирлет. Аякка ĕçлеме каякансем те çак чире «çаклатаççĕ». Сăмахран, 2005 çулта районта сифилис чирĕ анлă сарăлнăччĕ. Пĕлтĕр вара ку енĕпе лару-тăру лайăхланчĕ, - каласа парать Юлия Петровна врач-дерматовенеролог.
29 çул хушши сывлăх сыхлавĕнче тимленĕ Ю.Черендеевана ĕçри тăрăшулăхшăн, ĕçе пахалăхлă пурнăçланăшăн ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви Хисеп грамотисемпе наградăланă. Пуян опытлă врач икĕ хутчен те районти Хисеп хăми çинче пулма тивĕçнĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"